20 декабря 2013 г.
Канаш ен тăрăхĕ паллă çынсенчен чухăн мар. Вĕсенчен пĕри - медицина наукисен докторĕ Николай Григорьевич Григорьев. Пирĕн паллă ентеш 1933 çулта Канаш районне кĕрекен Кайăкьялĕнче çуралса ÿснĕ. Раштавăн 21-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарать. Н.Григорьев хирург пулса аллă çула яхăн ырми-канми тăрăшнă: малтан – Тăвайĕнче, каярах – Канаш, Хусан, Шупашкар хулисенчи больницăсенче. Ăста специалист пиншер çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Шупашкарта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче вунă çул хушши аслă хирург, вун пилĕк çул министр ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, çирĕм çул Чăваш патшалăх университетĕнче профессор пулса пулас сиплевçĕсене хирург ĕçне алла илме пулăшнă. Çав çулсенче "Экспериментально-морфологический анализ афферентной иннервации желчного пузыря и их состояние при некоторых заболеваниях желчевыводящих путей", "Хирургическое лечение хронического холецистита и стеноза большого дуоденального сосочка с применением специальных инструментов" темăсемпе диссертацисем хÿтĕленĕ. Çавăн пекех "К вопросу о чувственной природе нервных клеток второго типа Догеля желчного пузыря и их связок", "О природе нервного аппарата желчного пузыря", "Внедрение конвейерного метода в практику акупунктуры и его перспективы", "Заболеваемость, диагностика хронического холецистита и хирургическое лечение его осложнений (стеноз фатерова соска) с применением специальных инструментов и лазерного луча" тата ытти темăсемпе çырнă медицина наукин ĕçĕсемпе сиплев тĕнчинче анлă усă кураççĕ. 2000 çултан пуçласа Николай Григорьевич литература хайлавĕсем çырма пикенчĕ. Паянхи кунччен унăн вăтăр пĕр кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: "Сельский доктор - Фирс Григорьев", "Моя малая родина - Ка-йăкьял", "Хирургия Чувашии в пути", "Офтальмология Чувашии и Святослав Федоров", "Наш Василий Михайлов". Хăй вăхăтĕнче Йошкар-Ола хулинче пичетленсе тухнă 485 страницăран тăракан "Дни, равные жизни: О расстреле Парламента РСФСР в 1993 г." кĕнекине Вăтапуçĕнчи культура керменĕнче сÿтсе явнă конференцире хăйсен шухăшĕсене Шупашкар, Канаш, Тăвай тăрăхĕнчи паллă çынсем те пĕлтерчĕç. "Врачи - писатели Чувашии" ярăмпа çырнă "Многогранный талант" (Осипов П.Н.çинчен), "Кузьма Пайраш", "Выживший в концлагере" (Евдокимов Н.Е. çинчен), "Мĕтри Ваçлейĕ", "Моя жизнь" (хăй çинчен) кĕнекесене Вăтапуç вулавăшне çÿрекенсем пысăк хак пачĕç. – Мĕн тери пултаруллă пирĕн Николай Григорьевич. Чăваш Енри паллă сиплевçĕсемпе çыравçăсем çинчен те ăнланмалла аван çырса панă. Пĕр-пĕр çыравçă хăй пек учитель, инженер, культура ĕçченĕ çинчен çырса пани час-часах тĕл пулмасть, – терĕç. "Дари добро" (Порфирий Афанасьев çинчен), "Поклон землякам" (Юрий Сементере халалланă), "Золотое перо Валериана" (Валериан Степанов çинчен), "Пока живем" (Валерий Туркай çинчен), "Журналистика - моя жизнь" (Герман Желтухин çинчен), "У микрофона - Иван Перов" (Чăвашрадио корреспонденчĕ çинчен) кĕнекесен презентацине ирттернĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев Чăваш халăх поэчĕсем, Иван Перов радиожурналист, Чăваш Республикин пĕрремĕш класлă советникĕ Порфирий Узюков, Николай Григорьевичăн ывăлĕсем Вадим Николаевичпа (ашшĕ пекех чăвашсен паллă хирургĕ) Сергей Николаевич программист тата ытти паллă çынсем тухса калаçрĕç. "Наши предки и мы - их потомки" кĕнекене пахалама вара Григорьевсем – Николай Григорьевичпа Надежда Ильинична хăйсен Кайăкьялĕнчи тĕп килне пур тăванне те пухрĕç. Раççей çĕрĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан тăванĕсем Николай Григорьевич хайланă "Наши предки и мы - их потомки" кĕнекеллĕ пулчĕç. Шупашкартан килекен çывăх çыннисем валли Григорьевсем ятарласа пысăк автобус тытрĕç. Çав кун вĕсемшĕн ĕмĕр манăçми уяв пулчĕ: хаваслă юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Чăвашсен паллă сиплевçипе çыравçи Николай Григорьевич юратнă мăшăрне Надежда Ильиничнăна 65 çул тултарнă ятпа тата вăл 46 çул хушши çынсен шăлĕсене сипленине аса илсе хайланă "Юрату çулăмĕ" кĕнекене те пысăк хак пачĕç Вăтапуç вулавăшне çÿрекен хастар çынсем. Николай Григорьевич "Русско-чувашский словарь медицинских терминов" кĕнеке çырса та пуянлатрĕ юратнă чăваш чĕлхине. Словарьте халиччен чăваш чĕлхинче усă курман 400 яхăн çĕнĕ сăмахпа паллашма пулать. Николай Григорьевич академик Чăваш АССРĕн Аслă Совечĕн вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш созывĕсен (1980-1985, 1986-1990) халăх депутачĕ,1990-1993 çулсенче Раççей халăх депутачĕ пулнă. Эпир хамăр ентеше, Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен тата Раççей писателĕсен Союзĕсен членне, Чăваш халăх тата Раççей тава тивĕçлĕ сиплевçине, Чăваш Республикин Н.Я.Бичурин ячĕллĕ наукăпа техника патшалăх премийĕн лауреатне Николай Григорьевича юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, çырав ĕçĕнче тата та çĕнĕ хайлавсемпе пире савăнтарма, тулли телей сунатпăр. Эсир çитес çул пичетлемешкĕн тепĕр виçĕ кĕнеке çырса хатĕрлени çинчен те пĕлсе савăнтăмăр, вĕсемпе те пирĕн библиотекăра презентацисем ирттерме палăртатпăр.
Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.