20 декабря 2013 г.
Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта калаçу Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырусем пирки пычĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл район администрацийĕн акт залĕнче информкун пирки кирлĕ кăтартусем панипе пуçланчĕ. Шупашкартан республикăн ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăнра – Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Экологи тата çĕрпе усă курассин наукăпа тĕпчев институчĕ" автономлă учрежденин директорĕн çумĕ О.Александрова, РФ Юстици министерствин суд экспертизин Чăваш Республикинчи федераллă бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов. Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан салтак арăмне Л.Дюкинăна çурт лартма е хваттер туянма укçа уйăрнине пĕлтерекен документ пачĕç. Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Сухайкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Пĕрлехи информаци кунĕпе килĕшÿллĕн республика бюджечĕн укçи-тенкипе модернизациленĕ культурăпа кану учрежденийĕсене уçрĕç. Унта информушкăн ертÿçисем тата членĕсем хутшăнчĕç. Конкурса 21 районпа 2 хуларан 60 заявка панă. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче Сухайкасси ял тăрăхĕн муниципалитетăн "Культурăна аталантаракан тата халăха библиотека пулăшăвĕ паракан центр" бюджет культура учрежденийĕ те пур. Культура çуртне уйăрса панă 447 пин те 785 тенкĕпе çутă, видеопроекци, сасса ÿстерекен, нумай функциллĕ хатĕрсем (лазер принтерĕ, сканерсем тата ытти те ) вырнаçтарнă, сцена костюмĕсемпе тумтирĕсем туяннă. Информаци ушкăнне ял артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе кĕтсе илчĕç. Зал варрине капăр елка вырнаçтарнă. Мероприяти майĕпен калаçăва куçрĕ. Ял çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăхĕ, фермер хуçалăхĕ, çĕрпе ĕçлесси çинчен каланине интересленсе итлерĕç. Залран панă пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ. С.Павлов министр В.Путинпа М.Игнатьев Çырăвĕсенчи тĕп самантсем çинче чарăнса тăчĕ.
А.ТЯМИНА.