АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр районтан пухăнса канашларĕç

20 декабря 2013 г.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсене паракан ĕç укçи шайне тата отчетлăхăн статистика формисене тултарнин тĕрĕслĕхне хак парас тĕллевпе Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикипе ĕçлекен территори уйрăмĕн представителĕсемпе пĕрле районсене виçĕ ушкăна пайланса вырăна тухса канашлусем ирттерет. Раштавăн 13-мĕшĕнче çакăн пек канашлу Шупашкар районĕнче иртрĕ. Ытлари кун Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп бухгалтерĕсем, министерствăн финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалисчĕсем, районсен администрацийĕсен управленийĕсен (пайĕсен) ĕç укçипе çыхăннă ыйтусене асăрхаса тăракан специалисчĕсем Канаш район администрацийĕн акт залне пухăнчĕç. Канашлăва ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи çинчен министр çумĕ И.Кошкина доклад туса пачĕ. Вунă уйăхри пĕтĕмлетÿсем тăрăх Атăлçи федераци округĕнче пирĕн республикăра ĕç укçи чи пĕчĕкки – 10589 тенкĕ. Çакна Ирина Николаевна ĕç укçине ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен уйăхри вăтам йышне шута илсе палăртнипе сăлтавларĕ. Çÿлерех кăтартнă суммăран ытларах Шупашкар, Çĕрпÿ тата Канаш районĕсенче илеççĕ, чи пĕчĕкки – Йĕпреç, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче. Мĕн чухлĕ ĕçлесе илесси производствăна ÿстернинчен тата ĕç тухăçлăхĕнчен килет. Ĕçсен отчетлăхĕн статистика формисене тултарнин тĕрĕслĕхĕ çинчен Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикипе ĕçлекен территори уйрăмĕн ĕç, наука, вĕренÿ, культура, суту-илÿ тата йăла пулăшăвĕн пайĕн эксперт специалисчĕ О.Биктимирова тухса калаçрĕ. Ял хуçалăх министерствин бухгалтер учечĕн тата ревизи ĕçĕсен пай пуçлăхĕн çумĕ О.Смирнова ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсен бухгалтери отчетлăхне мĕнле туса пымалли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Канашлу ыйту-хурав йĕркипе вĕçленчĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика