АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханусăрлăх инкек кăтартать

18 декабря 2013 г.

Асăрханусăрлăх инкек кăтартать

Çын пурнăçĕнчен хакли ним те çук. Вăл питĕ ир татăлни - ĕмĕр тÿрленми пысăк суран, хуйхă. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра 64 инкек пулнă. Вĕсенче 57 çын вилнĕ, вĕсенчен вуннăшĕ – ачасем. Çав йышра шыв тыткăнĕнчен хăтăлайманнисем те сахал мар. Хальхи вăхăтра Чăваш Енти пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсенче "Асăрханăр, çÿхе пăр!" темăпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Нумаях пулмасть асăрхаттару калаçăвĕ Уçырма вăтам шкулĕнче те йĕркелерĕç. Тĕл пулăва Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн инспекторĕсем Г.Максимовпа В.Васильев килчĕç. Вĕсем ачасене инкек ан пултăр тесен пĕве, кÿлĕ хĕрринче хăвна мĕнле тытмалли правилăсемпе паллаштарчĕç. Ку енĕпе районта, Уçырмара пулса иртнĕ инкексене тĕплĕн тишкерсе сÿтсе яврĕç. Районта 2012 çулта пĕр инкек пулнă – Вăрăмпуç ялĕнче пилĕк çулхи ача путса вилнĕ. Кăçал 3 ача инкеке лекнĕ, вĕсенчен пĕри – Уçырмара. Ултă çулти хĕрача çу уйăхĕн пĕр кунĕнче велосипеда тытса чарайманнине пула пĕвене кĕрсе ÿкнĕ те каялла тухайман. Тĕл пулура район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ А.Егоров, вĕрентÿ управленийĕн ĕç сыхлавĕн инженерĕ А.Максимов, Уçырма вăтам шкулĕн директорĕ П.Николаев сăмах каларĕç.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика