18 декабря 2013 г.
2013 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ветеринари енĕпе саккунсене пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен виçи ÿснине пур ял хуçалăхĕн ертÿçи те пĕлет-ши; Сăмахран, патшалăх ветеринари надзорĕн органĕсене чĕр чунсем ăнсăртран вилни тата харăсах нумаййăн чирлесе ÿкни пирки каламаншăн, е вăхăтра пĕлтерменшĕн, çакна чарса лартмашкăн кирлĕ мерăсем йышăнманшăн ахаль çынсен 0,5-1 пин тенкĕ вырăнне 3-4 пин тÿлеме тивĕ, должноçри çынсен - 1-2 пин мар, 30-40 пин таранах, организацисен вара - 90-100 пин тенкĕ, унччен 10-20 пин тенкĕ пулнă. Карантин тапхăрĕнче çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем палăрсан граждансене - 4-5, должноçри çынсене - 40-50, организацисене - 100-150 пин тенкĕлĕх штрафлĕç. Çавăн пекех выльăха турттарассин, унран продукци хатĕрлессин ветеринари-санитари правилисене пăснăшăн та административлă майпа айăплĕç. Ветеринари докуменчĕсĕр турттарнăшăн ахаль çынсене 500-1000 тенкĕ тÿлеттернĕ пулсан, малашне - 3-5 пин, должноçрисем 1-2 пин вырăнне 30-40 пин, организацисем 300-500 пин тенкĕ кăларса хурĕç. Биоюлашкисене пуçтарассинче, утилизацилессинче йĕркене пăхăнмасан вара юридици вайĕнчи çынран 500-700 пин тенкех шыраса илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне ĕç-хĕле 90 талăклăха чарса лартма ирĕк пур. Çак йышăнăва чирсенчен сыхланассине вăйлатас тĕллевпе вăя кĕртни куç кĕрет. Хамăр регионах илер. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, ветеринари саккунĕсене уяманни тăтăшах тĕл пулать. Кăçалхи 9 уйăхра 42 тĕрĕслев ирттернĕ май йĕркене пăснă 26 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çĕршывра вара унта та кунта сыснасен Африка чумин, ящурăн тата ытти чирсен "вучахĕсем ялкăшса илеççĕ", миллион-миллион тенкĕлĕх шар кăтартаççĕ. Тĕпрен илсен, тĕрĕслевсенче йĕркене пăснă çак тĕслĕхсене палăртнă. Выльăх тытакан вырăнсене кĕнĕ чухне дезбарьерсем, ветсанпропускниксем çук, ферма тавра карта тытман, производство пÿлĕмĕсене кĕриччен дезоматсем вырнаçтарман. Чĕр чунсене ятарлă оборудованисĕр вырăнта пуснă, хăш-пĕр тĕлте çакна валли лапам (пункт) та пулман. Биоюлашкисене тăкма контейнерсем туянман. Выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр сутнă. Пусиччен специалиста кăтартман тата общепит вырăнĕсене какая ветсанитари тĕпчевĕ ирттермесĕр ăсатнă. Ветеринари докуменчĕсĕр сĕт те, какай та, пулă та сутнă. Юлашкин пахалăхĕ те иккĕленÿ çуратнă. Амакран хÿтĕленмелли чи ансат мел - карантин правилисине пăхăнасси. Сăмахран, чирлĕ выльăха кĕтĕве ямалла маррине кашниех пĕлме тивĕçлĕ-ха та. Çапах лейкозпа аптракан чĕр чуна сыввисемпе пĕрлех кĕтĕве янă. Çитменнине, диагноза çирĕплетме клиника-гематологи тĕпчевĕсем ирттермеççĕ. Сыснасен Африка чуми юлашки вăхăтра чĕлхе çинчех. Хăрушлăхне кура ăна сарăлма парас мар тесе хуçалăхсенче мĕнле мерăсем йышăннине пĕлсе тăмаллах. Яланхи асăрхаттарусемех темелле. Анчах вĕсенчен ниепле те хăтăлса пĕтеймеççĕ. Сысна фермисене кĕриччен дезбарьерсем пулман. Дезинфекци ирттерме те "маннă", шăши-йĕке хÿререн хăтăлмалли ĕçсем ирттермен хуçалăхсем пур. Сысна какайне те ветеринари докуменчĕсемсĕр сутаççĕ иккен. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăра "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче сыснасен Африка чумин вирусне (АЧС) сарăлассипе тата пĕтерессипе çыхăннă мероприятисен планне" туллин пурнăçламанни палăрнă. Сăмахран, сысна вилнин сăлтавне (АЧС маррине çирĕплетме) пĕлес тесе лабораторире яланах тĕпчеттермеççĕ, АЧСа пула васкавлăн чĕр чунсене вĕлермешкĕн вырăн уйăрассипе тата йĕркелессипе мерăсем йышăнман, виллисене утилизацилемелли вырăнсем ăçта пулнине кăтартакан карта-схемăсене хатĕрлемен, нăриксене апат юлашкийĕсене çитерес мар тесе йышăннă мерăсене çи-телĕксĕр тĕрĕслесе тăраççĕ тата ытти те. Асăрхаттарусене шута хуманнипе çине-çинех кĕ-решме тивет çав инспекторсен. Предписанири требованисене пурнăçламаншăн 9 уйăхра кăна юридици вăйĕнчи 8 çын, 1 усламçă тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă. "Штрафсен виçи темиçе хут та ÿсни выльăх-чĕрлĕх усрассинчи çитменлĕхсене пĕтерме хистетех пуль, - шанаççĕ специалистсем. - Йĕрке пулмасан шар курма пултарассине кашнинех ăнланмалла".
Н.ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.