18 декабря 2013 г.
Эрне кун Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн акт залĕнче кĕрхи призыва хатĕрленсе ирттерессин малтанхи пĕтĕмлетĕвне сÿтсе явнă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Зайцев, республикăри çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Ламков, Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Журин, хулапа район прокурорĕн çумĕ И.Романов, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, саккунлăха сыхлакан органсен представителĕсем, çар комиссариачĕн сотрудникĕсем хутшăннă. Сÿтсе явма палăртнă ыйтупа çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов доклад туса панă. Кĕрхи призыв финишалла çывхарса пырать. 575 çамрăка салтака ăсатмалла. Призыв пуçланнăранпа 379 каччăна чĕнсе илнĕ: хуларан 63-ĕн, Канаш районĕнчен 58-ăн, Тăвай тăрăхĕнчен 29-ăн. Комиссине 369-ăн пынă (64 процент). Шел пулин те, призывпа çыхăннă мероприятисенчен пăрăнакансем те пур-ха, сахаллăнах мар вĕсем: хуларан 69-ăн, пирĕн районтан 35-ĕн, Тăвай районĕнчен 13-ĕн. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне хальлĕхе 63 çамрăка кăна ăсатнă, ку вăл – планăн 42 проценчĕ. "Таркăнсене" шырас ĕçе вăйлатнă. 38 каччăна (пирĕн районтан 10-ăн, хуларан 25-ĕн) призыв комиссине илсе пыма май тупнă. Следстви органĕсене 2 ĕç тăратнă. Шăхасан ял тăрăхĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас мар шухăшлисем 14-ăн. Çĕнĕ Чалкасси, Çеçпĕл,, Карăклă, Вăтакас Кипеч, Шаккăл ял тăрăхĕсенче ку енĕпе лару-тăру аван. Чăваш Енти çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Ламков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра салтака планпа 1402 çынна ăсатмалла, 1270-ĕшне янă. Çулталăк вĕçленсе пынă май призыв ĕçĕ самаях йывăрланать. Вăл ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Вăрнар, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Етĕрне, Комсомольски районĕсенче лайăх ĕçленине палăртса хăварнă. Канаш тата Шупашкар хулисемпе вара ыррине каламалли çукрах. РФ следстви комитечĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçи А.Журин çар тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансене явап тыттармалли йĕркесем çинче чарăнса тăнă. Енчен те çамрăк çын призыв комиссине виçĕ хутчен пымасан, е повестка илме килĕшмесен ун пирки уголовлă ĕç пуçараççĕ, вăл 300 пин тенкĕ штраф панипе е 2 çула тĕрмене хупнипе вĕçленĕ. Штрафăн чи пĕчĕк виçи – 40 пин. Ăна тÿленĕ хыççăн çулталăкран салтака кайма тепĕр хут чĕнсе илеççĕ. Çапла вара штраф та тÿле, çар службине те кай. Судпа айăплансан вара çамрăк çыннăн биографийĕ "пылчăкпа" вараланĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район прокурорĕн çумĕ И.Романов, çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов призыв планне тултарас тесе татăклă мерăсем йышăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă. В.АЛЕКСЕЕВ.