АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăса хывмалли экскурси

18 декабря 2013 г.

Çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси миссионерсен епархи уйрăмĕн председателĕпе Иосиф (Ключников) иеромонахпа пĕрле тавра пĕлÿ музейĕнче хăйне евĕрлĕ экскурси ирттернĕ. Тĕл пулăва Канашри строительство техникумĕнче вĕренкенсене чĕннĕ, вĕсен хушшинче комиссинче шутра тăракан тата "хатарлăх ушкăнне" кĕрекен ачасем те пулнă. Экскурси этнографи тата йăла пайĕпе паллашнинчен пуçланнă. Çакăн хыççăн ачасем чукун çулпа çыхăннă экспонатсемпе паллашнă. Çут çанталăк уйрăмĕнче Чăваш Енте пурăнакан вĕçен кайăксем тата чĕр чунсем çинчен нумай çĕнни пĕлнĕ. Иосиф иеромонах Руçе тĕне кĕртни 1025 çул çитнине халалласа "Гурий святителĕн йăхĕсем" темăпа хатĕрленĕ курав тăрăх калаçу ирттернĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш çĕршывĕ, Канаш епархине туса хуни тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Экскурси репрессиленĕ чиркÿ çыннисем çинчен ÿкернĕ "Приговора Улатăрта пурнăçа кĕртнĕ" фильма пăхнипе вĕçленнĕ. Экскурси хыççăн сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларнă хушăра ачасен музей ĕçченĕсене хăйсене интереслентерекен ыйтусене панă, килте, шкулта хăвна мĕнле тытмалли, сывлăхшăн сиенлĕ йăласене сÿтсе явнă. Иосиф атте çул çитменнисемпе уйрăммăн калаçнă. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика