13 декабря 2013 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче коллективлă садсенче канмалли кунсенче çын сасси татăлма пĕлместчĕ. Ахаль кунсенче те ĕç хыççăн шавлăччĕ. Мĕн кăна ÿстерместчĕç пĕчĕк лаптăк çинче. Йăрансем тирпейлĕччĕ те тасаччĕ. Çум курăка ÿсме памастчĕç. Пенсионерсем çу кунĕсене садра тăрмашса ирттеретчĕç. Хĕл каçипе хулари хваттер сĕтелĕ çинче экологи енчен таса та сывă, организмшăн усăллă пахча çимĕç, улма-çырла татăлма пĕлмен. 90-мĕш çулсенче пурнăç пачах тепĕр енне çаврăнса ÿкрĕ. Ĕç укçине уйăхĕ-уйăхĕпе илеймен, ĕçсĕррисен йышĕ ÿссе кайрĕ, хаксем çÿлелле кармашрĕç. Хырăмĕ вара хăйĕн ĕçне вăхăтлăха та пулин чарасшăн пулмарĕ – çимелли ыйтсах тăчĕ. Çак сăлтава пула хула хĕрринчи, ун таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсене икĕ ураллă "кашкăрсем" иленчĕç. Çанталăк сивĕтсен нÿхрепсем хуçисемсĕрех пушанма, тимĕр савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем пăчланма пуçларĕç. Вĕсем шăратма пуçтаракан тимĕр-тăмăр пункчĕсене "ăсанма" тытăнчĕç. Лартса-акса çитĕнтернĕ тухăç ют çăвара лекнине, дача çурчĕсене ватса-çĕмĕрсе кĕрсе мĕн пуррине çаратса кайнине кура сачĕсене пăрахакансем нумайлансах пычĕç. Çак ÿкерчĕксене, вăл вăхăтрилле каласан, ялти строительство комбиначĕ хыçĕнчи коллективлă садра ÿкернĕ. Çĕмĕрсе пĕтернĕ, юхăнса кайнă пĕчĕк çуртсене, çум курăк пусса илнĕ лаптăксене хула таврашĕнчи садсенче пуринче те асăрхатăн. Вĕсенче çĕр çинче кăштăртатакан çынсене сайра куратăн. Çимĕç ÿсекен лаптăксем те нумаях мар. Чылай çĕрте масарти пек шăплăх хуçаланать. Мĕн çырса кăтартни, ÿкерсе илни тахçан "çĕр" сăмах çумне "анне" сăмаха хушса каланă çынсем çĕртен писнине пĕлтермест-ши; Ăна юратас туйăма мĕнле тавăрмалла- ха; Ку ыйтăва хуравлама, ай, епле йывăр! В.КОНСТАНТИНОВ.