13 декабря 2013 г.
Шăхасанта пурăнакан Зоя Григорьевна Николаева çитмĕл улттăра. Упăшки, Михаил Николаевич, сакăрвун иккĕре. Вĕсем 4 ача çуратса ÿстернĕ. - 1959 çулта качча тухрăм, туй турăмăр, тепĕр çулталăкран Мишшапа иксĕмĕрех, ни платник, ни каменщик тытмасăрах çурт купалама тытăнтăмăр. Начар çĕре качча кайнă эпĕ, - ĕлĕкхине аса илет Зоя Григорьевна. - Мĕншĕн ун пек; Старик лайăх вĕт-ха, тем тума та пултарать... - Старик лайăх-ха. Ун чухне пурнăç йывăр пулнă. Килĕ-çурчĕ начарччĕ, хамăр ĕçлесе хамăр çурт лартрăмăр. Кирпĕч йÿнĕ пулнă, хальхи пек мар. Малтан никĕсне ятăмăр, Мишша купалатчĕ, эпĕ кирпĕч, раствор парса тăраттăм. Урайне те хамăрах сартăмăр. Мачча сарма тата тăррине витме ниме турăмăр. Иксĕмĕр ĕçлесе хăпартса лартрăмăр пÿрте. Эпĕ мĕн ачаранах алă ĕçне юратнă: тĕрĕ тĕрленĕ, шăтăкла çыхнă. Кофтăсем, костюмсем çыхаттăмччĕ хама тăхăнма. Пÿрт лартмалла пулнă та, укçа хĕсĕкрехчĕ. Çăм арласа ачасене кофтăсем çыхса параттăм, трико та çыхнă. Лавккасенче çип те пулман вĕт. Тутăр сÿтеттĕмĕр çип валли. Çавăн пек айкашса пурăннă ĕнтĕ. Виçĕ хĕртен асли вилчĕ чирлесе, Челябинск хулинче пурăнатчĕ. Хĕрсем пĕри Чулхулара, тепри Челябинскра пурăнаççĕ. Ывăл та институтран вĕренсе тухсан инçете каясшăнччĕ, "Саша, эсĕ те кайсан пире кам пăхать;" - терĕм те, каймарĕ. Кин питĕ лайăх пирĕн, пире пулăшсах тăрать. Пахчара та, картишĕнче те пĕрле ĕçлетпĕр. - Михаил Николаевич, эсир 82-ре ĕнтĕ, çамрăк çын мар, çапах Кĕçĕн Çавала пулла çÿретĕр, çăвĕпех садра ĕçлетĕр.Мĕн туртать унта сире; - Чун хавалĕ, çут çанталăка юратни. Эпĕ механизаци шкулĕнчен вĕренсе тухсан тăватă çул Саратов облаçĕнчи Энгельс районĕнче çеçен хирсене сухаланă. Ун хыççăн комсомол путевкипе кайса Абаканран Тайшета çити чукун çул тунă çĕрте тăватă çул экскаваторпа ĕçленĕ. Тайгара упасем хĕвĕшетчĕç. Пĕр тракториста темиçе упа хупăрласа илнĕ те, вăл трактор кабининче питĕрĕнсе ларнăччĕ. Вара ăна машинăпа кайса "тыткăнран" хăтартăмăр. Пайтах пулнă ун пеккисем... Çапах тайгана кĕтмел, хура çырла, шур çырли пуçтарма сахал мар çÿренĕ. Палаткăра утмăлăн пурăнаттăмăр. Хĕлле, сивĕ чухне, кăçатăпа, тумтире хывмасăр, çĕлĕкпе çывăраттăмăр. Çамрăк пулнă, ĕçлес тенĕ. Николай Михайлович çамрăк вăхăтсенче çуллă сăрăпа тĕрлĕрен картинăсем те ÿкернĕ. Мĕне тăрать мăшăрĕпе иккĕшĕ чăваш тумтирĕпе тăракан картина! Сахал мар Шăхасан художникĕн коллекцийĕнче тĕрлĕрен жанрсемпе ÿкернĕ картинăсем. Турă панă пултарулăхне тата çÿллĕрех шая хăпартас тĕллевпе хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕ Мускаври Н.Крупская ячĕллĕ халăх пултарулăх çуртĕнчен вĕренсе тухнă. - Чылай выставкăсене илсе кайнă ман картинăсене, - тет Николай Михайлович, - анчах каялла чĕрсе, çурса килсе паратчĕç. Мĕншĕн парса ятăм-ши тесе кулянни те пулнă. - Эсир сад ăсти вĕт-ха, çимĕç йывăççисене те хăвăрах сыпатăр. - Çынсене те темĕн чухлех сыпса панă. Катăркас йывăçĕ çине груша сыпрăм та, çимĕçĕ питĕ тутлă пулать. Пĕр йывăç çине темиçе сорт та сыпатăп. Николаевсен Шăхасанта пурăнакан ывăлĕ Александр Михайлович вăтам шкулта изо, черчени, технологи урокĕсем ирттерет. Вăл ăсталанă сĕтел-пукан ашшĕпе амăшĕ пурăнакан çурта илем кĕртет. Александр Михайлович ывăлĕ Артем та виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех фанерăран лобзикпа темтепĕр каскалама юратнă. Çитменнине тата вăл питĕ лайăх ÿкерет. Пĕтĕмпех аслашшĕне хывнă пулас. Артемăн гель ручкăпа ватман хут çине ÿкернĕ ÿкерчĕкĕ Мускавра "Созвездие" олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шкулта лайăх вĕренсе пынăшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Артема Хура тинĕс хĕррине, "Орленок" лагере, виçĕ эрнелĕхе канма янă. Артемăн амăшĕ Галина Алексеевна та пушă вăхăтра хитре теттесем ăсталать. Кĕскен каласан, Шăхасанта пурăнакан Николаевсем пирки ырă сăмах кăна калама пулать.Вĕсем ăна чăннипех тивĕç. В.ЛАПИН.