АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр хутчен çĕр пирки

13 декабря 2013 г.

Çĕр ыйтăвĕ çивĕчлĕхне çухатмасть-ха. Калăпăр, виççĕмĕш ача çуратнисем хăйсене меллĕ вырăнта лаптăк илессишĕн çунаççĕ. Ял çыннисем пай çĕрĕсене харпăрлăха куçарассишĕн тăрмашаççĕ. Ку ĕçсене, паллах, çийĕнчех пурнăçламалла. Çав вăхăтрах пулăхлă тăпрапа тухăçлă усă курасси пирки те манмалла мар. "Пахча çимĕçе пуçтарса кĕнĕ вĕт", – тейĕ хăшĕ-пĕри. Çапла, анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пур лаптăка та тĕллевлĕн усă курманни çаплах калаçтарать. Ял сăнне яракан ÿкерчĕксем Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем, сăмахран, 9 уйăхра кăна ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тĕрĕсленĕ май 24 çÿп-çап купи тупса палăртнă. 2,0 гектар çĕре шар кăтартнăшăн 22 ял тăрăхĕн пуçлăхне 51 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çав шутра Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен прокуратурисен постановленийĕсем тăрăх та. Кăçал управлени ĕçченĕсем Çĕмĕрле, Етĕрне, Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Элĕк, Шупашкар, Муркаш, Шăмăршă районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене административлă майпа айăпланă. Çитменнине, пур çĕрте те инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçласшăнах мар иккен. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне тавралăх сăнне яракан вырăна тасатмалли тата унти çĕре усă курмалла юрăхлатмалли çинчен калакан предписание вăхăтра пурнăçламаншăн РФ КоАПĕн 19.5 статйин 1-мĕш пайĕпе административлă майпа айăплама та тивнĕ. Çÿп-çап купине çав-çавах пĕтермелле. Комсомольски районĕнчи пĕр обществăна ку енпе йĕркене пăснăшăн 2 хут та штрафланă. Иккĕмĕш хутĕнче вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрăхĕнче хăйăр кăларнă май чипер çĕрех тăмпа, тунката юлашкийĕсемпе, туратсемпе "витсе" хунă. 2012 çулта вара çакнашкал пулăмшăн ăна 10 пин тенкĕлĕх штрафланă пулнă. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче вара темиçе çĕрте илемсĕрлĕх хуçаланнă. Пĕр çĕрте кантăк япаласем, тимĕр тата пластик изделисен юлашкийĕсем тата ытти япаласем йăваланнă. Тепĕр тĕлте – мунча лартнă хыççăн тăрса юлнă йывăç татăкĕсем. Тĕрĕссипе, кунашкал хитре мар ÿкерчĕк кашни районтах пур. Хăть паян республика тăрăх машинăпа тухса кайсан ăçта та пулин çÿп-çап купи куçа тăрăнатех пулĕ тетĕп. Çĕре 3 çуллăха арендăна памалла Инспекторсем плана кĕртнĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ май кунашкал кăлтăксемпе кăна мар тĕл пулаççĕ. Пур районта та тенĕ пекех аренда килĕшĕвĕсенчи хăш-пĕр самантсем тивĕçтермен. Çĕре хăшĕ-пĕри 1 çуллăха е сахалрах вăхăта тара илет. Çакă вара – Чăваш Республикин "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен" саккуна тÿрремĕнех пăсни. Унта аренда килĕшĕвĕсене сахалтан та 3 çуллăха тумалла тесе каланă. Паллах, саккунра палăртнă тапхăртан сахалрах вăхăта тунă килĕшĕве регистрацилес хуйхă çук. Анчах та пĕр çул хушшинче çĕртен пайта илме кăна пулать вĕт. Лаптăка им-çампа апатлантарас тесе никам та хăшкăлмасси паллă. 3 çула илекен вара лайăх тухăç илес тесе малтан тăпран пулăхлăхне вăйлатать, çапла-и; Кунашкал тĕслĕхсем пирки Чăваш Республикин прокуратурине тата Росреестрăн республикăри управленине пĕлтернĕ. Вырăнтисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ Муниципалитетсем çĕр контролĕ ирттересси пирки те асăнса хăварас килет. Управлени ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче саккунсемпе килĕшÿллĕн çакăн çинчен калакан Положение тата Административлă регламента çирĕплетнĕ. Анчах та тĕрĕслевсем ирттермелли плана инспекторсем пулнă ял тăрăхĕсен 50 проценчĕ çеç прокуратурăна кăтартса çирĕплетнĕ. Россельхознадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх, вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ тесен те юрать. Муниципалитетсем ытларах ялсенчи çĕрсен тĕлĕшпе тимлĕ. Çакна та палăртмалла. Район администрацийĕсемпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса вĕсенчен управление Çĕр саккунĕсене пăсни çинчен 24 çыру-пĕлтерÿ çитнĕ. Кашнин тĕлĕшпе контрольпе надзор мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Чăнах та иккен, çыру-пĕлтерÿсем ахальтен çуралман. Çĕршĕн тăрăшманшăн юридици сăпатĕнчи - 4, должноçри - 1, ахаль 62 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика