13 декабря 2013 г.
Шăхаль ялĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçĕсене хунă çыннисене асăнса лартнă палăка çĕнетсе тирпей-илем кÿнĕ, ун тавра карта тытнă. Тăван çĕршыв паттăрĕсене чысланă кун кунта ял çыннисем, ветерансем пухăннă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова, Чăваш Республикипе ĕçлекен следстви комитечĕн сотрудникĕсен ушкăнне, çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн çыннине А.Наймушина ăшшăн кĕтсе илнĕ. Владислав Васильевич Шăхаль çыннисем палăк территорине тирпей-илем кÿнĕ çĕре ялĕпех хутшăнни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Çак ырă ĕçе пурнăçлама пулăшнă ашшĕпе ывăлне, Робертпа Радислав Родионовсене, район администрацийĕн Тав çырăвне панă. Митингра çавăн пекех Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильева,ветерансен канашĕн председателĕ А.Иванова, юстицин отставкăри аслă советникĕ Р.Родионов, унăн ывăлĕ юстици подполковникĕ Р.Родионов, милицин отставкăри подполковникĕ Р.Васильев, вăрçă ветеранĕ Н.Родионов, хăнасем сăмах каланă. Владимир аттепе Надежда матăшкă вăрçăра вилнисене асăнса кĕл тунă. Шăхаль ялĕнчен фронта 126-ăн тухса кайнă, вĕсенчен 58-шĕ çеç чĕрĕ юлнă. Паянхи кун тĕлне ялта 4 салтак арăмĕ, вăрçа хутшăннă Н.Родионов тата Ф.Алексеев пурăнаççĕ. Следстви комитечĕн ĕçченĕсем вĕсене хаклă парне панă тата укçан пулăшу кÿнĕ. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль ветерансене илемлĕ юрăсемпе кăмăлĕсене çĕкленĕ. Митинга хутшăннисем çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. А.Мурзуков юрланă "Офицеры" юрра хăнасем ура çине тăрса итленĕ. Митинг пурте пĕрле Раççей Федерацийĕн Гимне мăнаçлăн юрланипе вĕçленнĕ.
А.ТЯМИНА.