АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качака та пур унăн

11 декабря 2013 г.

Качака та пур унăн

Воронцовка ялĕнчи ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ М.Васильева 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе саламлама ун патне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, çывăх çыннисем килчĕç. Владислав Васильевич Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕ. Мария Кондратьевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсенче Йĕпреç вăрманĕнче вутă хатĕрленĕ, Тăвай районĕнче окоп чавнă. Вăрçă хыççăн колхозра вăй хунă. Пенсине тухсан та чылай çул Маяк ялĕнчи лавккара техничкăра ĕçленĕ. Ăна çемьеллĕ пулма Турри пÿрмен. Ырă кăмăллăскер шăллĕне амăшĕсĕр тăрса юлнă тăватă ачине пăхса ÿстерме пулăшнă. Вĕсем ăна анне вырăнне хурсах çитĕннĕ, хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн чун-чĕререн тав тăваççĕ. Ялти хисеплĕ кинемей 79 çулхи шăллĕпе пурăнать. Вăл кил-çуртра тата картишĕнче хăй тĕллĕнех кăштăртатса çÿрет, 13 сурăхпа путек, пĕр качака пăхать, ялти хыпарсемпе интересленет, чăвашла телепередачăсене пăхма, наци радионе итлеме кăмăллать. Семеновсен çемье ансамблĕ Мария Кондратьевна ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика