11 декабря 2013 г.
Çар службинче пулнă вăхăтра хамăн пĕчĕк Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине, чун пĕрмаях туртатчĕ. Чун-чĕрене тата та çывăхарах вырăн вăл – хам çуралса ÿснĕ Канаш районне кĕрекен Маяк ялĕ. Служба вăхăтĕнче нумай япала çине урăхла пăхма хăнăхрăм, пурнăçа тарăнрах ăнланма вĕрентĕм. Тĕслĕхрен, аттепе анне мĕнле пулсан та вĕсем маншăн чи лайăххисем, чи çывăххисем. Пичче, туссем, ял çыннисем, çуралса ÿснĕ вырăнсем... – чи пахисем, – калаçăва пуçларĕ пĕлĕшĕм Андрей Кузнецов. – Мĕншĕн-ха туртнă мана Чăваш Ене, тăван яла; Хамăр тăрăхра тăван чĕлхе, çывăх çынсем, пĕлĕшсемпе юлташсем. Кунта выляса ÿснĕ вырăнсем, пĕрремĕш юрату туйăмĕсем чуна пăлхатнă. Çаксене аса илсен инçет çĕрсенче чун-чĕрене яланах тунсăх пусатчĕ. Эпĕ çак туйăмсен пĕлтерĕшне тăван тăрăхран аякра пурăннă хыççăн çеç ăнланма пуçларăм. Тăван яла таврăнсан хама çăтмаха лекнĕнех туяттăмччĕ. Чун-чĕре лăпланатчĕ, ÿт-пÿ канса вăй илетчĕ. Пĕр-икĕ çул каялла çамрăксемпе пуçтарăнса ял уявне еплерех уявласси çинчен калаçса кайрăмăр. Пирĕн вăл Питрав кунĕпе пĕр килет. Эпĕ концерт манран пулĕ, сирĕн вара ăна йĕркелесе ирттерме вырăн хатĕрлемелле пулать терĕм. Калаçса татăлтăмăр. Типшĕм Сашука шăнкăравларăм, вăл килĕшрĕ. Çамрăксенчен пĕри трактор прицепĕ килсе лартрĕ, "сцена" пĕчĕккĕн капăрланчĕ. Çав кун спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕмĕр, така пусса шÿрпе пĕçертĕмĕр. Ял халăхĕ вĕри шÿрпепе сăйланчĕ, концерт курса савăнчĕ. Каярах ялта ача-пăча тата спорт площадкисене ăсталас шухăш çуралчĕ. Хамăн ĕмĕт-тĕллев çинчен вырăнти ял администрацийĕн пуçлăхне каласа кăтартрăм, укçа-тенкĕ çителĕксĕрри пулăшу ĕçĕ çине чăрмав кÿчĕ. Шухăшланă ĕмĕте вĕçне-хĕрнех çитерес килчĕ. Çак тĕллевпе хама шкулта физкультура вĕрентнĕ Н.Агусев патне кайрăм. Вăл çапларах канаш пачĕ: "Йывăçран ан ăстала, темиçе çултанах çĕрĕшсе ишĕлсе анĕç, тимĕртен ту, хăвăн хыççăн та юлĕ", – терĕ. Николай Петрович сăмахĕсене ăша хывса труба тата цемент кайса туянтăм, хăйăрпа чулне вырăнтах тупрăмăр. Василий Ендеров хăйĕн мотоблокĕпе хăйăр турттарса килчĕ, ытти çамрăксем юпа шăтăкĕсем чаврĕç, Сергей Кадеев сварщик трубасене çыпăçтарса пачĕ. Волейбол площадки, турник тата ытти снарядсене кĕске вăхăтра ăсталаса та лартрăмăр. Ял халăхне кунта халь ача-пăча площадкипе кану вырăнĕ туса лартсан аван пулмалла тетĕп. Чăнахах та, ялта пĕр пухура çак ыйтăва пăхса тухнă, ачасем валли вылямалли тата ярăнмалли хатĕрсем илсе килсе панă. Василий Ендеров юлташĕсемпе беседка хăпартса лартнă. Галя Сергеева тус-тантăшĕсемпе площадкăри хатĕрсене сăрласа илемлетнĕ. Халь унта питĕ кăмăллă, уявсемпе спорт мероприятийĕсене те йĕркелесе ирттерме пулать. Çав Шупашкартан килнĕ юрăçсен концерчĕ хыççăн Людмила Владимирова тата ыттисем тепĕр çул хамăр ялти пултаруллă çынсемпе уява туса ирттерĕпĕр тесе пĕлтерчĕç. Чăнахах та çапла пулчĕ. Клубĕ пур, çыннисем те пултаруллă, анчах та концерта тивĕçлипе йĕркелесе ирттерме ятарлă аппараттура çукки пăшăрхантарчĕ. Вара эпĕ ял клубне пысăк колонкăсемпе микрофон илсе пама шутларăм. Кăçал утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Маяк ялĕ 85 çул тултарчĕ. Унччен пĕр çул маларах Владимир Малов урамра мана курчĕ те çапла пĕлтерчĕ: "Яла кĕнĕ тĕле Маяк ялĕ хăçан пуçланса кайнине вырнаçтарсан лайăх пулмалла (1928), эсĕ мĕнле шутлатăн;" – терĕ. Эпĕ хирĕç пулманнине пĕлтертĕм. Вара укçине Владимир Петровича патăм та вăл çав цифрăсемпе буквисене ăсталакан специалистсене тупса тутарттарнă. Ялти çамрăксем пуçтарăнса ăна вырнаçтарса лартнă. Вырăнта епле пурăнасси йăлтах хамăртан килет. Лайăхрах пурăнас тесен ытларах тăрăшмалла. Хамăр тăрăшмасан аякран килсе никам та туса памасть. А.МЯСНИКОВ çырса илнĕ.