АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Единая Россия" политика партийĕ 12 çул тултарчĕ

11 декабря 2013 г.

Шăмат кун И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ. Партин районсенчи уйрăмĕсен командисем шывра ишсе вăй виçнĕ. Ăмăртусене "Единая Россия" йĕркеленнĕренпе 12 çул тата бассейн ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк çитнине халалланă. Шăпах пĕр çул каялла шывра ишессипе çулленех ăмăртусем ирттерме калаçса татăлнă пулнă. Уява тата ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă май партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов районсемпе хуласенчен килнĕ спортсменсене ăнăçлă стартсем суннă. Мероприятие ирттернĕ çĕре çавăн пекех Чăваш патшалăх педуниверситетăн ректорĕ Борис Миронов тата физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков хутшăннă. Ишевçĕсем хушшинчи тупăшусем питĕ хĕрÿ иртнĕ. Командăсене хавхалантарса тăракансем – болельщиксем – йышлă пулнă. Пирĕн район команди йышĕнче район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Виктор Федоров, Шаккăл вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Альбина Миронова тата Шăхасан каччи Александр Петров ăмăртнă.Канашсем çĕрпÿсемпе шăмăршăсем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Виктор Федоров арçынсем хушшинче виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăланă. И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика