АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çынран ырă ят юлать

06 декабря 2013 г.

Ырă çынран ырă ят юлать

"Ырă çынран ырă ят юлать", – теççĕ халăхра. Çак сăмахсем Юмансар ялĕнче çуралса ÿснĕ Аркадий Никонорович Иголкин пирки каланăнах туйăнать. Вăл 1940 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Юмансар ялĕнче çуралнă. Шкулта çичĕ класс вĕреннĕ, çарта 3 çул пулнă. Çартан таврăнсан комсомол путевкипе Урал тăрăхне ĕçлеме тухса кайнă. Унта вăл 4 çул вăй хунă, кайран тăван ене таврăннă. Канашри вагонсем юсакан заводра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тимленĕ. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Сăпайлă та илемлĕ Юмансар хĕрĕпе Елена Тимофеевнăпа çемье çавăрнă. Вĕсем 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пенсие кайсан Иголкинсем тăван яла таврăннă. Кил-тĕрĕшри стройка ĕçĕсене типтерлĕ тунă, хуралтăсем çавăрнă. Пĕр кун та ахаль лармаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Мăшăрĕ ал-ĕç тума кăмăллать, Аркадий Никонорович вара стройка ĕçĕсемпе тăрмашать. Унăн чунне амăшĕн сĕчĕпе ĕçченлĕх кăна мар, Турра ĕненесси те куçнă. Çак кĕрхи кунсенче вăл Юмансар масарĕ çинче храм-часавай купаласа лартрĕ. Мĕн тери пысăк сăваплă ĕç вăл. Çуркунне ун йĕри-тавра чечексем лартма çĕрне те хатĕрлесе хăварнă. "Çак çурта тума мана çÿлти Турă пулăшса пычĕ. Çумăрлă çанталăка пăхмасăр юрла-юрла ĕçлерĕм", – каласа парать Аркади пичче. Ял-йышра та хисепре вăл. Пур çынпа та кăмăллă калаçать. Сăнĕпе те яш каччă пекех-ха. Спортпа питĕ туслă. Ирсерен 10-шар километр чупать. Яла çакăн пек юратакан, ăна аталантарма тăрăшакан çемьесем ытларах пулинччĕ. Е.КОЗЛОВА, Карăклă ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика