06 декабря 2013 г.
Декабрĕн 3-мĕшĕнче, Инвалидсен кунĕнче, Пайкилтри, Çеçпĕлти тата Сиккассинчи ветерансен çурчĕсенче сусăр çынсем хушшинче шашкăлла выляса мала тухассипе ăмăртусем иртрĕç. Ăна инвалидсене спорта явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ваттисен çурчĕсенчен кашнинчех пилĕк сусăр çын пурăнать. Çакнашкал мероприяти вăхăтĕнче ватă çынсемпе инвалидсем пĕр-пĕринпе хутшăнма, канашлама, пĕр-пĕрин çинчен нумай çĕнни пĕлме пултарчĕç. Чи пĕлтерĕшли вара – ăмăртăва хутшăннисем хавхалану илни. Турнира хутшăннисем питĕ интересленсе, хавасланса тата тарăннăн шутласа вылярĕç. Шашка – пуçа ĕçлеттермелли вăйă. "Çакăн евĕр мероприятисем пире пурнăç илемне курма пулăшаççĕ, пĕр-пĕринпе çывăхлатаççĕ. Пÿлĕмре сÿрĕкленсе пурнăçа ÿпкелесе ларни вăл пĕрре, çынпа хутшăнса хавхалану илни пачах урăх япала", – терĕç ватăсем савăнăçне пытармасăр. Турнир туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ. Кинемейсемпе стариксен йăваш куллине курсан вĕсем малалла пурăнма вăй илнĕн туйăнчĕ. Пирĕн аслă ăру хисепе тивĕç. Л.ВАСИЛЬЕВА, районти социаллă пулăшу центрĕн директорĕ.