06 декабря 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче "Канашсем" ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕ иртрĕ. Вăл Канаш çĕрĕ çинче çуралса çунат сарнă, паян республикăмăрăн тĕп хулинче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене пĕр туслă йыша пуçтарăнса калаçмалли, савăнмалли, паллашмалли ырă самантсем парнелерĕ. Уяв сумлă та чаплă ентешĕмĕр, чăваш литературинче "кăвар чĕреллĕ поэт" ятпа пĕр ĕмĕр ытла "пурăнакан" Çеçпĕл Мишши çинчен ÿкернĕ "Туслăх йывăççи" документлă фильма пăхнипе пуçланчĕ. Кинори сюжетсенче Чăвашран Украина çĕрĕ çине кайнă делегаци Çеçпĕл пулнă вырăнсене пуç тайнă самантсене туллин кăтартса панă. Унтан "Канашсем" ентешлĕхĕн президенчĕ Анатолий Кибеч тата "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, хула администрацийĕн культура пайĕн ертÿçине Наталия Золотовăна, хулари хĕрарăмсен канашĕн председательне Маргарита Даниловăна йыхравларĕ. Салам сăмахĕсем хыççăн Владислав Васильевич тĕп хуламăрти тăвансене Канаш енĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, унти çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çуралса ÿснĕ вырăнтан таçта аякра пулсан та чун вара яланах тăван енре çÿрет мар-и; Шупашкарта пурăнакан йăхташăмăрсемшĕн те район пурнăçĕ кăсăклă пулчĕ. Акă, сăмахран, Хучел тăрăхĕнче тимĕр шăратакан цех ĕçлеме пуçламалла. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ декабрь уйăхĕнче 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ комплекс туса пĕтерет. Паян кунта 500 пуç ĕне, хуçалăх ертÿçисем вĕсен йышне 700 пуçа çитересшĕн. Татмăш вăтам шкул çурчĕн ишĕлме пуçланă стенине пăсса çĕнĕрен купаланă. Килес çул шалти ĕçсене вĕçлесен шкул вĕр-çĕнĕ пекех пулса тăрать. Карăклă тăрăхĕ кĕрешÿçĕсемпе палăрса тăрать. Вĕсем Раççейре кăна мар, Европăра та чăваш ятне çĕклеççĕ. Çавăнпа та кăçал Карăклă ял тăрăхĕнчи Çăлпуç ялĕнчи кивĕ спорт шкулне пăсса ун вырăнне çĕнĕ кĕрешÿ залĕ туса лартнă. Спорт центрне Çĕнĕ çулччен уçма палăртнă. Кунта ял ачисем кăна мар, хула çамрăкĕсем те кĕрешÿ мелĕсене алла илме пултараççĕ. Спорт шкулĕнче пуян опытлă, ăста тренерсем ĕçлеççĕ. Канаш тата Тăвай епархийĕн иеромонахĕ Иосиф (Ключников) уява ăнăçлă ирттерме, унта пуçтарăннисене Турă пулăшнипе сывлăхлă пулма пиллерĕ. Салам сăмахĕ калас текенсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Чăваш Наци конгресĕн вице-президенчĕ Валерий Клементьев конгресăн çуртĕнче ентешлĕхсене пÿлĕм уйăрса парасси çинчен пĕлтерчĕ. Вара ентешлĕхсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, мероприятисене йĕркелесе ирттерме меллĕ пулать. Конгресăн хастар членĕ Николай Лукьянов "Канашсем" пысăк вăй пулнине пĕлтерсе Анатолий Кибече Тав çырăвĕ пачĕ. Красноармейски, Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпÿ, Патăрьел, Куславкка, Шăмăршă ентешлĕхĕсен ертÿçисем те канашсене саламласа нумай ăшă сăмах каларĕç. – Мана Канашри 15-мĕш пушар чаçĕнчи пек маттур, нимрен те хăраман, кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшма хатĕр сотрудниксем урăх ниçта та çук пек туйăнать. Кунта службăра тăнă 16 çын "За отвагу" медале, пĕр сотрудник ордена тивĕçнĕ. Канашра ĕçленĕ вăхăтсене яланах ырăпа кăна аса илетĕп, – çакăн пек ăшă сăмахсем каларĕ Вăрмар ентешлĕхĕн ертÿçи Василий Нягин. Кăçалхи концерт программи ытти çултисенчен чылай пуянрах пулчĕ. Канаш енре çуралса ÿснĕ эстрада юрăçисем Канашран тата Шупашкартан килнĕ ентешсене савăк тата илемлĕ юрăсемпе савăнтарма килĕшсе татăлнă тейĕн. Надежда Заводскова (Яманкасси) тата вăл ертсе пыракан "Эмине" ушкăн, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки Ольга Васильева (Çеçпĕл), Алена Алексеева (Уçырма), Ангелина Антонова (Вăрăмпуç), Любовь Никифорова (Карăклă) тата Валентина Борисова (Шăхасан), Данилпа Сергей Сергеевсем (Çĕнĕ Шелттем), Евгений Колпаков (Вăтапуç), Алиса Чайникова-Ахахпи (Çĕнĕ Шелттем), Михаил Федоров (Пĕршенер), Александр Ильин (Çатăркаçырми), Алексей Мурзуков (Сиккасси) чуна çупăрлакан кăмăллă юрăсем шăрантарчĕç. Фойере Канаш районĕпе хулинчен килнĕ ал ĕç ăстисен куравĕ ĕçлерĕ. Çăм атă тăвакансем хăйсен таварне , хурт-хăмăр ăстисем сиплĕ те техĕмлĕ пыл сĕнчĕç. Капăр тĕрĕсем хăйсем патне илĕртрĕç... Уява килнисем алăпа ăсталанă япаласене курса киленме кăна мар, туянма та пултарчĕç. Ентешлĕх уявĕ савăк кăмăл, ырă ĕçсем тума хавхалану кÿчĕ. И.ВЛАДИМИРОВА.