АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа та, музыкăпа та туслă

04 декабря 2013 г.

Владимир Миронов 1977 çулта Шуркассинчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Унта спортпа, уйрăмах çăмăл атлетикăпа туслашнă. 1980 çулта спортпа туслă çамрăка тăван шкулĕнче ачасене физкультура урокĕсене ертсе пыма шаннă. 1988 çулта Владимир Федорович И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) физкультурăпа спорт факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1980 çултанпа паянхи кунччен (вăтăр виçĕ çул хушши) вăл Шуркассинчи вăтам шкулта ачасене спортпа туслă пулма вĕрентет. Мироновсем - Любовь Михайловнăпа Владимир Федорович музыкăпа та питĕ туслă, иккĕшĕ те хут купăспа ăста выляççĕ. Любовь Михайловна шкулта ачасене программăпа çыхăннă чăваш, вырăс тата ют çĕршыври композиторсем хайланă ĕçсемпе çывăхрах туслашма вĕрентет. Раççей шкулĕсен тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ хăй те çынсене сахал мар юрă парнеленĕ, вăл шутра "Анне", "Юратнă шкул", "Савнă ял" хайлавсене чăваш радио хумĕсем çинче те илтме пулать. Владимир Федоровича ĕçри ÿсĕмĕсемшĕн Чăваш енри физкультурăпа спорт, вĕрентÿпе çамрăксен политики министерствисен Хисеп грамотисемпе пĕрре кăна мар чысланă. Мироновсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă: асли, Вячеслав - Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ хăй пуçарнă пулă тĕхĕмлес ĕçе йĕркелесе пырать, Дима - МВД академийĕн 5 курс студенчĕ.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика