04 декабря 2013 г.
Çитмĕл çул каялла икĕ урамлă пысăках мар Вăтакас Татмăш ялне пырса кĕнĕ çĕрте пурăнакан Ефремпа Иульяна Михайловсен çемйинче пĕрремĕш ача çуралнă. Ăна ял Советĕнче Валентина тесе ят çыртарнă. Каярахпа Зинаида, Людмила, Светлана, Николай, Валерий çут тĕнчене килнĕ. Асли пулнă май Вальăн ашшĕ-амăшне килти хуçалăхри ĕçсенче пулăшма, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхма тивнĕ. Ефрем Михайлович Тăван çăршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, разведкăра службăра тăнă, инвалид пулса таврăннă, Йăлмачча ял Совечĕн секретарĕнче тăрăшнă. Иульяна Константиновна "Мир" колхозра агрономра ĕçленĕ. Валя ялти çичĕ класс вĕренмелли шкула пĕтернĕ, вăтам пĕлÿ çичĕ çухрăмра ларакан Янкăлч шкулĕнче илнĕ. Ырă çуркунне килсе çитсен, ăшăтса ярсан хĕр пĕрчи мĕн шкула çитичченех çул хĕрринче ÿсекен утмăл туратсемпе, шур чечексемпе, хумханса ларакан тырă уйĕпе киленсе утнă. Биологи унăн юратнă предмечĕ пулса тăнă. Шкула вăл Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Алла аттестат илсен В.Ефремова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне вĕренме кĕме йышăну комиссине документсем тăратнă. Паллах, ашшĕпе амăшĕ хĕрĕн шухăшне ырласах кайман, вĕсене килте пулăшакан кирлĕ пулнă. Тĕплĕн шутласа пăхнă хыççăн вĕсем Вальăн кăмăлне хуçман. Валя Шупашкара тухса каяс умĕн çапла каланă: "Вĕренме кĕрсен урампа килĕп, кĕреймесен – анкартипе". Экзаменсем панă вăхăтра абитуриентсем аллăшарăн спорт залĕнче пурăннă. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апат пĕр евĕр пулнă: батон, джем ăшĕллĕ "минтер" канфет, сивĕ шыв. Татмăш хĕрĕ экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулса тăнă. Савăннипе амăшĕпе калаçса татăлни пуçĕнчен тухса ÿкнĕ: вăл килне пахча хыçĕпе таврăннă. Иульяна аппа "Кĕреймерĕн-им, хĕрĕм;", – тенĕ те чутах ăнсăр пулса ÿкмен. Валя амăшне ыталаса илнĕ те: "Кĕтĕм!"– тесе кăшкăрса янă. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри пулман. Валентина вĕренĕвĕн пĕрремĕш çулĕнче çын патĕнче хваттерте пурăннă. Иккĕмĕш курсра институтăн Ленинград урамĕнчи икĕ хутлă йывăçран хăпартнă общежитине куçнă. Вăл пĕр занятине те сиктермен. Кашни лекци уншăн çĕнĕлĕх шутланнă. Уйрăмах Валентина И.Олигер, О.Каховская, И. Анишкин, Р.Цеханский доцентсен лекцийĕсене пысăк кăмăлпа çÿренĕ. Практика занятийĕсене агробиостанцинче ирттернĕ. Студентсем унта хăяр, помидор, пăрăç, купăста калчисем ÿстернĕ. Кайран вĕсене хула çыннисене сутнă. Занятисенчен пушă вăхăтра Ленинград урамĕнчи çĕнĕ общежити, Çĕнĕ Шупашкарта хими завочĕ тунă çĕрте ĕçленĕ. Кашни çулах авăн уйăхĕнче республикăн тĕрлĕ районне çĕр улми кăларма, хăмла татма кайнă. Валентина студентсен наука ĕçĕ-сенче пултарулăхĕпе палăрнă. Çăмăл атлетика секцийĕнче сывлăха çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса тăван институт чысне хÿтĕленĕ. Факультетăн пултарулăх коллективĕн хастар членĕ пулнă. Шăпах кунта ĕнтĕ вăл турă пÿрнипе, пулас историкпе, хамăр районти Çĕнĕ Мами каччипе, Тихон Сергеевпа, паллашнă. Пиллĕкмĕш курсра биологипе хими факультечĕн студенчĕсене çур çуллăха республикăри шкулсене вĕренÿ практикине янă. В.Ефремова ăна пирĕн районти Вырăскас Пикших тата Янкăлч вăтам шкулĕсенче ирттернĕ. Диплом ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ хыççăн савнă Тихона качча тухса Ефремовăран Сергеева пулса тăнă. Тăватă çулта вĕсен çемйине Алинăпа Инна хушăннă. 1970 çулхи кăрлач уйăхĕнче В.Сергеева И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тин кăна йĕркеленнĕ пĕтĕмĕшле биологипе гистологи кафедрине ĕçе вырнаçнă. Университетра Валентина Ефремовна ассистентран профессора çити ÿснĕ, 1976 çулта ăслăлăх кандидачĕн, 1991 çулта докторĕн ячĕсене илме çырнă тĕпчев ĕçĕсене ăнăçлă хÿтĕленĕ. В.Сергееван наукăпа педагогика ĕçĕн стажĕ 47 çул, вĕсенчен 43-ĕшне университетăн пĕтĕмĕш-ле биологипе гистологи кафедринче ĕçленĕ. Çĕнĕ специальноçсем уçнă пирки стоматологи, педиатри факультечĕсен пĕрремĕш курсĕнче вĕренекенсем валли вуламалли лекцисен планне унăн çĕнĕлле туса хатĕрлеме тивнĕ. Халĕ Валентина Ефремовна медицина генетикипе лекцисем вулать, цитологипе, паразитологипе, генетикăпа тата экологипе практика занятийĕсем ирттерет, экзаменсем йышăнать, шкул предмечĕсен олимпиадисене хатĕрленĕ çĕре хутшăнать тата ытти те. Вăл – 350 наука ĕçĕн авторĕ, вĕрентÿ тата вĕрентÿпе методика пособийĕсем – 20. Валентина Ефремовна обществăлла ĕçре те хастар. Вун пĕр çул ытла медицина факультечĕн профбюро членĕ пулнă. "Канашсем" ентешлĕх членĕ пулнă май республикăри тĕрлĕ шкулсене тухса профориентаци енĕпе калаçусем ирттерет. Кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çити тăвать. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи, халăх хуçалăхĕ тата сывлăх сыхлавĕ валли квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессинчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн В.Ефремовăна "Чăваш Республикин халăх вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем панă. Вăл – Çут çанталăка тĕпчекен ăслăлăхсен системин Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ. Ăна Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, премисемпе тата ытти наградăсемпе чысланă. Валентина Ефремовна мăшăрĕпе, истори ăслăлăхĕсен докторĕпе Т.Сергеев профессорпа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне кура хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Аслă хĕрĕ Алина – медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Австрин тĕп хулинчи Венăри институтра ĕçлет. Инна – инженер-программист, Чехири Бенешов хулинчи техника колледжĕн студенчĕсене информатика, биологи тата хими вĕрентет. Тихон Сергеевичпа Валентина Ефремовнан ачисем, Анна, Петра, Камила тата Мартин ятлă мăнукĕсем чи пысăк пуянлăх пулса тăраççĕ. Халăхра ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар, теççĕ. Анчах та çын пурнăçра пĕр уй урлă кăна каçмасть. Валентина Ефремовнăна шкул, институт, педагогика, çемье, амăшĕ тата ытти уйсем витĕр тухма тивнĕ. Малашлăхра та пур-ха вĕсем. Çичĕ теçеткене вăл "Ыр кăмăллăх тата тĕрĕслĕх саккунĕсемпе пурăнмалла, пултарнă таран ĕçлемелле" девизпа ирттернĕ. Çак девизпах пурăнĕ, ĕçлĕ. Юбилей ячĕпе саламлакансем çумне эпир те, хаçат кăларакансем, хушăнатпăр. Хаклăран та хаклă Валентина Ефремовна, пурнăçра, наукăпа педагогика ĕçĕнче малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр. Утас çулăр ялан такăр, телей курки тулли пултăр, вăй-хăватăр çăлкуç пек тапса тăтăр, сăн-питĕр савăнăçпа çиçтĕр, ĕмĕтĕрсем, умна лартнă тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр, малашне те ачăрсемпе мăнукăрсен ырлăхĕпе киленсе чирлемесĕр пурăнма вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Вĕсенчен яланах "эпир санпа мухтанатпăр, эс пурришĕн савăнатпăр" тенине илтмелле пултăр. Юратнă мăшăрăн, ачăрсемпе мăнукăрсен, тăванăрсен ячĕпе çак йĕркесене йышăнсамăр: Иртет-çке вăхăт, çитрĕ юбилей, Пур кăмăлтан сана халь саламлатпăр. Хĕвеллĕ пурнăç, сывлăх та телей, Вăй-хал, ыр кăмăл, ăнăçу сунатпăр. В.АЧЧА.