АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шерки – çĕнтерÿçĕсен хушшинче

04 декабря 2013 г.

"Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организаци пуçарнипе Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕнче Аннесен кунне халалласа "Хĕрарăма мухтатпăр" фестиваль виççĕмĕш хут иртнĕ. Савăнăçлă мероприятине хисеплĕ хăна пулса Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хутшăннă. Михаил Васильевич Аннесен кунĕпе саламланă, фестиваль тивĕçлĕ шайра иртнине палăртнă. Фестивалĕн пĕтмĕш тапхăрне республикăри хуласемпе районсенчен 26-ăн хутшăннă. Вĕсен хушшинче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Э.Шерки те пулнă. Эльвира Николаевна "Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси тата вĕсене пулас ăрăва парасси" номинацире çĕнтернĕ. Фестивальте ал ĕç ăстисен япалисен куравĕ ĕçленĕ. Унта Шăхасанта пурăнакан Л.Николаева хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика