04 декабря 2013 г.
Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пайсемпе службăсен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. Тĕп калаçу Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă Указсене кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче районта мĕнле пурнăçлани çинчен пычĕ. Ку енĕпе епле ĕçлени çинчен район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Базунова, культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова, район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова, Канаш хулипе районĕн çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем пама районта йĕркеленĕ нумай функциллĕ центр ертÿçи О.Губанова тухса калаçрĕç. Хулапа район прокурорĕн çумĕ Р.Янтыков 2008 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче кăларнă "Коррупцие хирĕç тăрасси" федераллă саккунăн уйрăм положенийĕсене пурнăçламалли мерăсемпе паллаштарчĕ. Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен патшалăх управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи пăхса тăракан уйрăмĕн тĕп инспекторĕн çумĕ Н.Прокопьев тата район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ А.Егоров район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулни тата хĕллехи тапхăрта ăна лайăхлатас енĕпе, уйрăмах Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чухне, мĕнле хушма мерăсем йышăнни çинчен каласа пачĕç, çак эрнере ку енĕпе районти культура объекчĕсене тĕрĕслеме пуçласси çинчен пĕлтерчĕç. Çеçпĕл, Шелттем, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем С.Иванова, В.Николаев, В.Максимов хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрленни, ялсемпе вĕсенчи урамсене тирпей-илем кÿресси, суйлавçăсен наказĕсене епле пурнăçласа пыни, налук пухасси мĕнле лару-тăрура пулни, профилактика канашĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов районта çамрăксене çара илес тапхăр мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем 58-ăн. 29-ĕшне çар чаçĕсене ăсатнă та ĕнтĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем ирттернĕ çар учетне пурнăçлассине чи лайăх йĕркелемелли смотр-конкурсра çĕнтернĕшĕн чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей оборона министрĕн вымпелне панă. Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçе курăмлă пулăшу кÿнĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева тата Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова Оборона министерствин алла çыхмалли сехечĕпе наградăланă. Смотр-конкурса ял тăрăхĕсем пурте хутшăннă. Ю.Барышов Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова, Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Кротова, унăн çумне О.Васильевăна, çар учетне туса пыракан Н.Семеновăна, "Чăвашавтоçул" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри филиалĕн çар учетне туса пырассишĕн яваплă О.Федотовăна, кунти кадрсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан И.Григорьевăна тав çырăвĕсем пачĕ. Канашлăва В.Софронов пĕтĕмлетрĕ, кăтартса хăварнă çитменлĕхсене пĕтерме конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ. Владислав Васильевич Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн эксперт специалистне Л.Андреевăна муниципалитет службинчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата юбилей ячĕпе саламласа район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. В.АЛЕКСЕЕВ.