04 декабря 2013 г.
Районти халăха кашни çулах грипран прививка тăваççĕ. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулта 6351 çынна вакцинациленĕ. Кăçал пирĕн 10779 çынна прививка тумалла. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче 3464 çынна çак пулăшупа тивĕçтернĕ. Прививкăна районти кирек хăш сиплевпе профилактика учрежденийĕнче тутарма пулать. Ачасене, медицина ĕçченĕсене, вĕрентÿ, коммуналлă сферăсенче тăрăшакансене, 60 çултан иртнĕ çынсене тÿлевсĕр вакцинацилеççĕ. Прививкăна "гриппол" тата "гриппол плюс" вакцинăсемпе тăваççĕ. Вĕсене ачасен те, çитĕннисен организмĕ те лайăх йышăнать, грипа хирĕç иммунитет çирĕпленет. Вакцина препаратĕнче организма чир-чĕре хирĕç кĕрешме пулăшакан иммуномодулятор пур. Иммунитет пĕр çула пырать. Çавăнпа та прививкăна кашни çулах тăваççĕ. А.АФАНАСЬЕВА, эпидемиолог врач пулăшуçи.