АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăхсăр çурт, подъезд тата хваттер

29 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 18-27-мĕшĕсенче пирĕн районта "Хăрушлăхсăр çурт, подъезд, хваттер" ятпа комплекслă профилактика операцийĕ иртрĕ. Мероприятин тĕллевĕ анлă – пурăнмалли секторта пулакан преступленисене профилактикăласси, çынсен харпăр хăй пурнăçне тата пурлăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине ÿстересси. Пурлăха тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварас тесен ведомствăра тăман хурала пани шанчăклăрах. Ятарлă хуралăн сăнав, сигнализаци хатĕрĕсем пур. Операци вăхăтĕнче полици сотрудникĕсем çÿлерех асăннă сыхлăх хатĕрĕсемпе тивĕçтермен хваттерсене, коттеджсене, уйрăм çынсен тата дача çурчĕсене тĕпченĕ. Çавăн пекех килте хĕç-пăшал тытакан çынсемпе те тĕл пулса калаçнă. Вĕсене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе шалти ĕçсен органĕсене пырса панăшăн тивекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă. Çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсен, управляющи компанисен ертÿçисемпе çуртсен подъезчĕсене видеосăнав хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли пирки канашланă. Микрорайонсенчи хваттерсене çаратнă фактсемпе оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ.

Л.АНТОНОВА, полицин участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика