АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактор çÿретнĕ, аманнисене çăлнă

29 ноября 2013 г.

Трактор çÿретнĕ, аманнисене çăлнă

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шăхасанти культурăпа библиотека пулăшăвĕн центрне халăх сахал мар пуçтарăнчĕ. Чылайăшĕн аллинче – чечек çыххисем, тĕслĕ хутпа чĕркенĕ курупкасем, хăюпа капăрлатнă çыхăсем. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем, чĕвĕл саслă ачасем пысăках мар зала çутă сăн кĕртрĕç. Вĕсене кунта пухăнмалли сăлтавĕ савăнăçлă та евĕклĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, нумай ачаллă амăшĕ М.Александрова 90 çул тултарать. Культура ĕçченĕсем ăна сума суса хитре кăна мероприяти хатĕрленĕ. Районта вăрçа хутшăннă хĕрарăмсем тăваттăн пурăнаççĕ, вĕсенчен пĕри – Мария Александровна. Шăхасан ял тăрăхĕнче вара фронтовиксенчен чĕрри вăл кăна. Мария Александровнăна сумлă уявпа Раççей Президенчĕ В.В.Путин та саламланă. Хаклă çырăва юбиляр патне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов илсе çитерчĕ, вуласа пачĕ. "Эпир сирĕн ăрупа – паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕрĕслевĕсене чыслăн чăтса ирттернĕскерпе – тивĕçлипех мухтанатпăр. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывнă. Çак паттăрлăх ĕмĕрлĕхех асра юлĕ, яланах патриотизмпа кăмăл-сипет тата тивĕç шанчăклăхĕн хаклавĕн чи ырă тĕслĕхĕ пулĕ. Сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа тивлет тата пĕтĕм ыррине, лайăххине сунатăп", – тенĕ унта. - Пирĕн хушăра 90 çулхи юбилее паллă тăвакансем нумаях мар. Эсир çывăх çыннăрсене тата нумай çул савăнтарса пурăнасса шанатпăр, – терĕ Владислав Васильевич Маруç кинемее саламласа чечек çыххипе парне панă май. Канаш хулипе районĕн çыннисене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Руссков, район больницин тĕп врачĕн çумĕ А.Шашков, республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн сотрудникĕ А.Наймушин чĕререн тухакан салам сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетрĕç. Ветерансен канашĕн председателĕ З. Александрова юбиляра вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăш парнелерĕ. Аня асламăшне сăвă вуласа парса хăй ăна çав тери юратнине пĕлтерчĕ. М.Александрован пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăл Шăхасан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере виçĕ ача пулнă. Питĕ ир вĕсем амăшĕсĕр тăрса юлнă: пиччĕшĕ – 6 çулта, Маруç – тăваттăра, йăмăкĕ – çулталăк çурăра. Шăхасан вăтам шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен çамрăк хĕрача тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай районĕнче окоп чавнă. Вун саккăр тултарсан Мария Шăхасанти машинăпа трактор станцийĕ çумĕнчи трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. Алла права илсен "У-2" трактор рулĕ умне ларнă. Малтан тракторист пулăшуçи пулса ĕçленĕ, кайран хăй тĕллĕн хирте çĕр сухалама тытăннă. 1943 çулччен Шăхасан районĕнчи Зеленовка, Уйкас Кипеч, Дмитриевка ялĕсен уйĕсенче "хурçă ут" çÿретнĕ. Хĕр-механизатор çĕршывĕпе чапа тухнă Паша Ангелина пек пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл ертсе пыракан механизаторсен бригади çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Çураки вĕçленсен М.Александрован тракторпа сыв пуллашма тивнĕ. Çар комиссариачĕ ăна санинструкторсен шкулне вĕренме янă. Авăн уйăхĕнче Маруçа 1-мĕш Украина фрончĕн сăрт-ту стрелокĕсен 32-мĕш уйрăм батальонне ăсатнă. М.Александрова суранланнă совет салтакĕсемпе офицерĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухса вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Украинăри, Польшăри, Чехословакири çар госпиталĕсенче аманнисене ура çине тăма пулăшнă. 1944 çулта медицина службин кĕçĕн сержантне "Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медальпе, 1945 çулта Одер шывĕ урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Мария Александровнăн пиччĕшĕ Василий танк командирĕ пулнă. Житомир хулишĕн пынă хаяр çапăçура çамрăк офицерăн чĕри тапма чарăннă. Йăмăкне, Таиçе, Алтай тăрăхĕнчи Бийск хули çывăхĕнче торф кăларма илсе кайнă. Йывăр ĕçе пула, апат начаррипе, ăшă тумтир çуккипе чире кайнă, урисене шăнтнă. Чылай вăхăт нушаланнă хыççăн куçĕсем яланлăхах хупăннă. Шăхасан хĕрĕ тăван килне 1945 çулхи çурла уйăхĕнче таврăннă. Пĕр хушă районти финанс пайĕнче тăрăшнă. Вăл çывăхри ялсенче пурăнакансенчен налук пуçтарнă. Пенсине районăн тĕп больницинче буфетчицăра ĕçлесе тухнă. Терапи уйрăмĕнче 11 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Мария Александровна мăшăрĕпе, Алексей Тихонов моряк-фронтовикпа, 6 ача çуратса ура çине тăратнă. Ывăл-хĕрĕсем, 8 мăнукĕ, 5 кĕçĕн мăнукĕ тата чи кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕсем, çывăх çыннисем хăйсемшĕн хаклă çынна 90 çулхи юбилейпе чун-чĕререн ăшшăн саламларĕç, пурнăçра тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе шачăклă утса пыма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх сунчĕç. Мария Александровна хăй тĕллĕн пурăнать. "Пĕчченлĕхе туймастăп эпĕ. Ачамсем килсех тăраççĕ. Мăнуксем йăпанăç кÿреççĕ, вĕсене курмасан чуна темскер çитмест пек туйăнать", - тет вăл. В.Дмитриев ертсе пыракан "Парчар" фольклор ансамблĕ халăхра анлă сарăлнă чăваш юррисемпе, О.Аристархова ертсе пыракан ачасен "Форсаж" ташă ушкăнĕ украин ташшипе Мария Александровна ячĕпе хатĕрленĕ каçа пушшех те илемлĕрех, хаваслăрах турĕç. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика