29 ноября 2013 г.
Петр Шоркин ятне аслă ăрурисем лайăх пĕлеççĕ. Вăл хут купăспа каланă ташă кĕввисем Чăвашрадио хумĕ çинче час-часах янăратчĕç. Вĕсене киленсе итлетчĕç, хĕрÿ ĕçре ывăнни таçта кайса кĕретчĕ. Нумаях пулмасть Куславкка районĕнчи Кунер ялĕнчи культура çуртĕнче несĕлтен пултаруллă купăсçă Петр Шоркин çуралнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа "Янра, хут купăсăм" фестиваль-конкурс иртрĕ. Купăс калас ăсталăха Куславкка, Элĕк, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Йĕпреç тата Канаш районĕсен купăсçисем кăтартрĕç. Пирĕн район чысне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Стеклов ертсе пыракан культура ĕçченĕсен хорĕ хÿтĕлерĕ. Владимир Георгиевич "Соло" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. "Ансамбльсем" номинацире ветерансен "Сÿнми вучах" хорĕ çумĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Шăхасан ял тăрăхĕн "Кĕçĕн Çавал" пултарулăх коллективне фестивальте хастар пулнăшăн диплом парса хавхалантарчĕç. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн заведующийĕ В.Борисова чăвашсен юратнă юрăçи Ираида Вдовина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа халăх юррисене юрлакансен "регионсем хушшинчи Ай, юрлар-и!" конкурсне хутшăнчĕ. Вăл 5-мĕш хут Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин концерт залĕнче иртрĕ. Конкурса Тутар тата Пушкăрт республикисенчен, Ульяновск тата Самар облаçĕсенчен килчĕç. Валентинăн пултарулăхне дипломпа палăртрĕç.
А.ВИТАЛЬЕВ.