29 ноября 2013 г.
Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви itĕcapĕru портала хута янăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Ку сервиса ятарласа министерствăсемпе ведомствăсен, республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну системипе (СМЭВ) усă курса ĕçлекен специалисчĕсем валли хатĕрленĕ. Порталта саккун базине, системăпа ĕçлеме вĕрентекен информацие вырнаçтарнă. Министерство кашни уйăхрах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем электронлă хутшăну системипе мĕнле усă курнине мониторинг тăвать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх муниципалитет сотрудникĕсем çак механизмпа туллин усă курманни курăнать. Электрон почтипе, факспа, курьер пулăшăвĕпе усă курасси хăйĕн вăйне çухатман-ха. Район администрацине вăл е ку пулăшăва илме килнĕ çынсене справка, документ пуçтарма хушни Раççей Федерацийĕн 210-мĕш номерлĕ федераллă саккунĕн 7 статйине тÿрремĕн пăсни пулать. Ытлари кун Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков тата министерствăн информаци технологийĕсене ĕçе кĕртессипе тимлекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петровпа тата информатизаци секторĕн заведующийĕпе Рамис Губаевпа тĕл пулчĕç. Вĕсем районта СМЭВ системипе усă курассине аталантармалли майсене тишкерчĕç. Пайсемпе службăсен специалисчĕсен (опека, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, капиталлă строительство пайĕсем) федераци е регион ведомствисенчен кирлĕ документа, харпăр хăй архивĕнче упранакан справкăсăр пуçне, хăйсен ыйтса илмелле. СМЭВ урлă сведенисем ыйтса илесси информатизаци пайĕн заведующийĕн тивĕçĕ пулмалла маррине палăртсах каларĕç Алексей Александровичпа Ирина Валентиновна. Кăçалхи вунă уйăхра районтан пĕтĕмпе те 50 ытла запрос янă. Ку ытти районсемпе танлаштарсан пĕчĕк кăтарту. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе лару-тăрăва лайăхлатмаллине асăрхаттарчĕç министерство ертÿçисем. Электронлă правительство ĕç-хĕлне Раççей, республика Правительствисем çирĕп контрольте тытаççĕ, кашни уйăхрах рейтинг ирттереççĕ. – Çынсем ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну системипе усă курма вĕренсе çитсен тĕрлĕ инстанци тăрăх справка е урăх документ пуçтарса çÿремелле маррине ăнланса илĕç. Паян районта пĕр тăхтаса тăмасăр çак система ĕçне хăвăртлатассипе мерăсем йышăнмалла, – терĕ А.Новиков. И.ВЛАДИМИРОВА.