27 ноября 2013 г.
Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен районта "Çул урлă каçакан тата çул урлă каçмалли вырăн" рейд иртнĕ. Унăн тĕллевĕ çуран çÿрекенсен сывлăхне тата пурнăçне сыхласа хăварасси. Водительсенчен чылайăшĕ "зебра" умĕнче чарăнса çынсем каçса каясса кĕтмест, çавна май çуран çÿрекенсем час-часах кустăрма айне лекеççĕ, сусăрланаççĕ. Çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсакан çуран çынсем те пур, вĕсем çул урлă хăйсем ăçтан каçас тенĕ çав вырăнтан чупса каçаççĕ, кун пек "хастарлăх" та чылай чухне инкекпе вĕçленет. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн инспекторĕ А.Дмитриев Асхвапа Вырăскас Пикших ялĕсем хушшинчи автоçул çинчи "зебра" çывăхĕнче рейд йĕркеленĕ. Вăл йĕркене пăснă виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Пĕр протокола водитель тĕлĕшĕпе çырнă, вăл "зебра" тăрăх çул урлă каçма тăнă çынна ирттерсе яман, тепĕр икĕ тĕслĕхĕнче çуран çынсене административлă йĕркепе явап тыттарнă. Рейд иртнĕ вăхăтра пĕтĕмпе 7 протокол çырса хатĕрленĕ. Д.ГУСЕВ, РФ ШĔМĔН районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.