27 ноября 2013 г.
ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче Пĕтĕм Раççейри Призывниксен кунне ирттерчĕç. Унта Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çамрăкĕсем, професси училищисемпе шкулсенче вĕренекенсем, студентсем хутшăнчĕç. Савăнăçлă мероприятине Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хули, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник уçрĕ. Юрий Витальевич пулас салтаксене çар службинчи улшăнусем çинчен каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ. Автошкул пуçлăхĕ В.Анисимов Рязань хулинче сывлăш десанчĕн çарĕнче хĕсметре тăнă çулсене аса илчĕ. Валерий Витальевич чăвашран пынă водительсем Афганистанра тата ытти вĕри точкăсенче яланах лайăххисен шутĕнче пулни çинчен хăпартланса пĕлтерчĕ. Автошкул республикăри 7 район каччисене машина çÿретме вĕрентет. "Ентешĕмĕрсем çинчен çар чаçĕсенчен ырă хыпар яланах килсе тăтăр", – çапла вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне. Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçи А.Журин çара каяссинчен пăрăнса юлнăшăн Уголовлă Кодексĕн мĕнле статйисемпе айăплани çинчен ăнлантарса пачĕ. Полици подполковникĕ В.Борисов, Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Г.Муравьев, Кавказри событисене хутшăннă А.Морозов тата М.Ильин çара кайма хатĕрленекенсене ăнăçу сунчĕç. Канашри финанс колледжĕн студенчĕсем пĕчĕк концерт лартса пачĕç: юрларĕç те, ташларĕç те. Автошкулăн вĕренÿ кабинечĕсем тăрăх экскурси çÿрени пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Призывниксен кунĕ автохутăш, çар ĕçлевĕн спорт ăмăртăвĕсемпе вĕçленчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем парса хавхалантарчĕç.
В.АЧЧА.