27 ноября 2013 г.
Ку пăтăрмах пирĕн районти пĕр ялта кăçалхи шăрăх çу кунĕсенчен пĕринче пулса иртнĕ. Халиччен килĕштерсе пурăннă кÿршĕсем хушшипе чăннипех те пысăк "хура кушак" чупса каçнă. Чупса каçнă та ĕмĕрхи килĕшĕве аркатнă. Пĕтĕмпех ача-пăчан айванла хăтланкаларăшĕнчен пуçланнă. Çулла, пĕлетпĕр ĕнтĕ, нумайăшĕн кану вăхăчĕ. Шкул ачисен – çуллахи каникул, çитĕннисенчен ытларахăшĕ çак тапхăрта отпуск илет. Çул çÿреме, хăнана кайса килме те лайăх. Мускавра пурăнакан Александра Максимовна кĕçĕн çулти мăнукĕпе пĕрле Канаш ене тăванĕсем патне хăнана килнĕ. Август уйăхĕн 10-мĕшĕнче каçхине ултă сехетсенче урама уçăлма тухма хатĕрленнĕ. Шăпăрлансене вара килте пĕр самант та лартаймăн, вĕсем тахçанах урама тухса вĕçтернĕ. Александра Максимовна та ялăн сиплĕ сывлăшĕпе киленсе уçăлам-ха тесе урама тухма хатĕрленнĕскер калиткене уçса янă та тÿрех мăнукне асăрханă. Лешĕ питĕ хытă хăранăран чĕтренĕ, мĕн пулса иртнине ăнлантарса пĕр сăмах та калайман. Çакна курнă хĕрарăм тăванне Людмила Кузьминичнăна (ят-шыва улăштарнă) чĕннĕ. Ял хĕрарăмĕ мĕн пулса иртнине пĕлес тесе урама вирхĕнсе тухнă. Пĕр 10 минутран каялла таврăннă та юнашарта пурăнакан кинемей Александра Максимовнăн мăнукне вĕлтренпе ăшалантарнине каласа панă. Ачан пичĕ, сулахай куç айĕ кăвакарса тухнă. Кинемей ăна вĕлтренпе çаптарнă чухне питĕнчен аллипе лектернĕ пулмалла. Мĕн хистенĕ-ха ватă çынна пĕчĕк ача çине алă çĕклеме; Ватă çын кил картинче хуçалăх ĕçĕсемпе аппаланнă. Çав вăхăтра унăн ултă çулти мăнукĕ картишне йĕрсе кĕнĕ. Асламăшĕ мĕн пулнине тĕпченĕ. Лешĕ хăйне ачасем урамра хăйăрпа сапаççĕ, вĕлтренпе хăмсараççĕ тесе ÿпкелешнĕ. Кам çавăн пек тăвать тесен Мускавран килнĕ ача тенĕ. Кинемей тарăхса кайнипе вĕлтрен татса илнĕ те унпа хула ачине пуçĕнчен, уринчен çапнă. Хайхискер вĕçерĕнсе тарма хал çитернĕ. Унăн çан-çурăмĕ вĕлтрен вĕтеленипе тĕлкĕшнĕ кăна. Следстви вăхăтĕнче: "Ача çинчи сурансем ăçтан тупăннă;" – тесен ватă çын: "Пĕлместĕп, ачасем ашкăннă пуль", – тенĕ. Ача итлемесен ăна хăтăрса илме пулать-ха, анчах та ал-ура вăйĕпе усă курса кÿрентернĕшĕн явап тытма тивнине пурте пĕлмеççĕ-тĕр. Ачапча хыççăн кайса мĕн тунă теççĕ-ха халăх сăмахлăхĕнче... 80 çула çитиччен саккунпа çураçса пурăннă ватă çыннăн ача-пăча сăмахне итлесе РФ Уголовлă кодексĕн 116 статйин 1-мĕш пайĕпе явап тытма тиврĕ.
П.МЕСЯЦЕВ, районти шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ, полици майорĕ.