АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Темиçе хуçалăхра пулнă

27 ноября 2013 г.

Района ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан С.Скворцов килнĕ.Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕç пÿлĕмĕнче пуçланнă. Кунта Сергей Иванович Кăшнаруй, Атнаш, Карăклă, Чакаç, Сиккасси, Вăтакас Кипеч, Янкăлч, Шелттем тата Ачча ял тăрăхĕсен пĕрлехи канашлăвне хутшăннă. Кунта выльăх масарĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчен урăх категорине куçарас ыйтăва пăхса тухнă. С.Скворцов Ачча тата Сиккасси ял тăрăхĕсен ветеринари участокĕсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе вырăна тухса паллашнă, "Урюм" ял хуçалăх производство кооперативĕн сĕт-çу фермине çитсе курнă. Хуçалăхăн шултра мăйракаллă выльăхсем 268 пуç, вĕсенчен 135-ĕшне сăваççĕ. Выльăхсене хĕл каçарма 150 тонна утă, 800 тонна сенаж тата 100 тонна силос хатĕрленĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсемпе канашлу ирттернипе вĕçленнĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика