АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу тухăçлă иртнĕ

27 ноября 2013 г.

Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн кунĕ иртнĕ. Тăхăр уйăхри кăтартусене район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Т.Смирнова пĕтĕмлетнĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам предприятисен хисепĕ – 184 единица. Вĕсенче 1979 çын ĕçлет, 644-шĕ – уйрăм предпринимательсем. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче суту-илÿ объекчĕсем 192 шутланать, 83-шĕ – райпо магазинĕсем. Обществăлла апатланăвăн – 64 предприяти. Халăха Шăхасанти шиномонтаж, Ульяновск çулĕ çинчи автосервис, йывăçран тĕрлĕ япаласем тăвакан 2 цех, кĕпе-тумтир çĕлекен 2 предприяти, йăла çурчĕ тÿлевлĕ пулăшусем параççĕ. Çул хĕрринчи сервиса суту-илÿ предприятийĕсем 4, обществăлла апатланăвăн предприятийĕсем 5, автозаправка станцийĕсем 4 кĕреççĕ. Кăçал 5 лавкка уçăлнă. Хушма объектсем хута янипе 10 çын валли ĕç тупăннă. Тăваттăмĕш кварталта 2 кафе тата 2 магазин уçма палăртнă. Докладчик куллен кирлĕ таварсен хакне сăлтавсăр ÿстерессине чарас енĕпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ, магазинсем тăрăх 23 рейд ирттернĕ. Пĕтĕмпе 25 лавккана тĕрĕсленĕ. Суту-илÿ объекчĕсене ертсе пыракансемпе калаçнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Канашлура Канаш хулипе районĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçлăхĕн çумĕ Л.Любова, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Севостьянов, налук инспекцийĕн тĕп специалисчĕ А.Иванов, Роспотребнадзор управленийĕн Канаш хулинчи территори уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Егоров, районти полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Антонова, "Россельхозбанк" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри хушма офисĕн управляющийĕ Т.Волков, Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн хушма офисĕн ертÿçи С.Спиридонова тата ыттисем сăмах каланă. Канашлу ыйту-хурав йĕркипе вĕçленнĕ. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика