27 ноября 2013 г.
Пĕчĕк ачан хăйпе тантăш ачасемпе хутшăнса ÿсмелле. Пĕчĕкрен çынпа хутшăнма вĕренсе ÿсекен ачан тавра курăмĕ те анлăрах, ăс-тăнĕ çивĕчрех, кăмăлĕ уçăрах пулать. Пирĕн республикăра ачасене шкулчченхи вĕренÿпе тивĕçтерессипе пысăк ĕç тăваççĕ. Çакна çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсемпе садиксенче хушма ушкăнсем уçăлни тÿрремĕнех çирĕплетет. Иртнĕ эрнере Вырăскас Пикших ялĕнчи "Шанчăк" ача сачĕн ĕç кĕнекине савăнăçлă пулăм кĕрсе юлчĕ. Кунта хаваслă лару-тăрура 2-3 çулти 25 шăпăрлан валли хушма ушкăн уçăлчĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă 2,5 миллион тенкĕпе тĕплĕ юсав ĕçĕсем пурнăçланă, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Хушма ушкăн ĕçлеме пуçланă хыççăн садика çÿрекенсен йышĕ 130 ачапа танлашнă. Вырăскас Пикших тата Асхва ялĕсенчен "Шанчăк" ача садне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕ республика тата район ертÿçисене ачасене шкулчченхи вĕренÿ учрежденине вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтăва татса панăшăн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов республика Пуçлăхĕ ача сачĕсемпе çыхăннă Указа вăхăтра йышăнни, ун хыççăнах Раççей Правительстви çак ыйтăва татса пама укçа-тенкĕ уйăрма пуçлани çинчен каларĕ. "Пирĕн республика çав укçапа 100 проценчĕпех усă курнă", – палăртрĕ Владислав Васильевич. – Кăçал пуçласа хушма ушкăн уçма пĕр ача пуçне 100 пин тенкĕ илтĕмĕр. Çулталăк вĕçлениччен тата виçĕ ушкăн уçатпăр. Вырăскас Пикшихри ача садĕнче ушкăн уçма 2,5 млн тенкĕ тăкакланă. Районта 304 ача садик черетĕнче тăрать". В.Софронов садикри медицина сестрине Л. Кирилловăна тата музыка ертÿçине Н.Арсентьевăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Савăнăçлă мероприятие хутшăннă Чăваш Ен физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕн заведующине Л.Владимировăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе, районти вĕрентÿ управленийĕн начальникĕ Ю.Алексеев садикра вăтăр çул ытла ĕçлекен Н.Павлова воспитателе управленин Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Е.Орынко заведующи палăртнă тăрăх, садикра 6 воспитатель пĕчĕкскерсене шкулчченхи пĕлÿ параççĕ, вĕсем пурте пĕрремĕш категориллĕ специалистсем. Коллективри туслăх педагогсене ĕçре пулăшса пырать. Çĕнĕ ушкăна килнĕ кĕçĕн ÿсĕмри ачасем хăйсене килти пекех хăтлă туяççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кунта куллен кĕтеççĕ, юратаççĕ, ăса вĕрентеççĕ. А.ТЯМИНА.