22 ноября 2013 г.
Ачаран йывăр ĕçрен хăраман çын пурнăç тăршшĕпех ĕçлет, ĕçлет... Çамрăк та вăй питти чухне хăтлă кил-çурт çавăрма тăрăшать. Çемьеленсен ача-пăчана çутă кун парса вĕсене ура çине тăратмалла. Çапла вара кулленхи ĕçре ял çынни ĕмĕрĕ иртсе кайнине те сиссе юлаймасть. Алевтина Павлова Тури Юнтапара нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. "Вăрçă ачи" Алевтина Петровна çумне пĕчĕклех çыпçăннă. Вăл 1941 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пĕчĕкскер, паллах, ун чухне вăрçă нуши-асапне ăнланма пултарайман-ха... 1953 çулта Алевтина Мăкăрти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă та колхозра ĕçлеме пуçланă. Пăрусем пăхнă. Çитĕннĕ хĕр Çĕнĕ Шупашкара каякан чукун çула тунă çĕрте пилĕк çул вăй хунă. Ĕçчен те пултаруллă хĕре хăйсен ял каччи Валерий Павлов куç хывнă. Çамрăксем пĕрне-пĕри килĕштернĕ, çемье çавăрнă. Пилĕк ачана – икĕ хĕрпе виçĕ ывăла çутă кун пилленĕ Павловсем, вĕсене хăйсем пекех ĕçе юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Ашшĕ ывăлĕсене арçын ĕçне хăнăхтарнă, çавăнпа вĕсен аллинче мăлатук-пуртă выляса çеç тăрать. Стройка ĕçĕнче питĕ ăста. Кил пуçĕ чукун çул çинче, мăшăрĕ колхозра дояркăра вăй хунă. Шел те, Валерий Петрович çамрăклах çĕре кĕнĕ. Алевтина Петровна вара 2000 çулчченех, хăй 60 çула çитичченех, фермăра ĕне сунă. "Малтанхи вăхăтра 25-шер ĕне алă вĕççĕн сăваттăмăр. Каярахпа, ĕне сумалли аппаратсем килсен, ĕç çăмăлланчĕ. Анчах та алăпа сунисем халĕ, ватлăхра, хăйсем çинчен аса илтерсех тăраççĕ çав", – тет кинемей. Патшалăх Алевтина Петровнăн ĕçне тивĕçлипе хакланă тесе çирĕплетсех калама пулать. Унăн сăнĕ хуçалăхăн Хисеп хăми çинчен кайман. Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçин значокĕсем темиçе те. Ăна Ĕç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе чысланă. Ял çыннишĕн кунтан пысăкрах чыс тата мĕн пулма пултартăр. Лайăх ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ путевкăсемпе Алевтина Петровна Болгари, Чехословаки, Германи çĕршывĕсене, Волгоград хулине кайса курнă. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн хисеп грамотисене типтерлĕн упрать Аля аппа. Орден-медальрен, парнесенчен те хакли вара Алевтина Петровнăшăн – ял-йыш, ачисен хисепĕ. Телейлĕ кукамай-асанне те вăл. Çичĕ мăнукĕпе савăнать. Чи кĕçĕнни, 4 çулти Сашук, чĕвĕл-чĕвĕл сассипе калаçни ватă çыннăн чунне йăпанăç, киленĕç кÿрет. Ачисем тăтăш килсе тăраççĕ, амăшне пулăшаççĕ. Алевтина Петровна вара вĕсене яланах тарават кĕтсе илсе ăсатать.
Ю.СЕРГЕЕВА.