АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Путене çăмарти сывлăхшăн усăллă

22 ноября 2013 г.

Путене çăмарти сывлăхшăн усăллă

Ухманти Даниловсен хуçалăхĕнче çĕршер путене, чылай цесарка, фазан пурăнать Вĕсен кил картишне кĕрсенех килти чăхсемпе пĕрле индоуткăсем, цесарка çÿренине асăрхатăн. Читлĕхсенче путенесем, фазансем хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Марина Петровна чашăкпа апат илсе тухнă та, читлĕхсенчи пĕчĕк таканасем çине апат валеçсе çÿрет. - Марина Петровна, ку кайăксене чылайранпа усратăр-и; - Çук! Кăçалтан кăна. Путенесене ывăл (Валентин ятлă вăл) Çĕнĕ Шупашкарта туянчĕ, цесаркăсемпе фазансене - республикăри пĕр ялта. - Вĕсене пăхма йывăр мар-и; - Валентин çак ĕçпе интересленекен çынсемпе Интернет тăрăх çыхăнса ыйта-ыйта пĕлет, кайран рационне хатĕрлет. - Сăмахран, путене çут çанталăкра ытларах хурт-кăпшанкăпа пурăнать. Килте мĕн çитеретĕр; Тĕш тырă паратăр пулĕ; - Тĕш тырă кăна мар. Тăпăрчă та паратпăр, чăх çăмартине те пĕçерсе çитеретпĕр, курăк нумай парать Валентин, тĕрлĕрен витамин... Хĕлле валли курăк нумай типĕтрĕмĕр. Вĕсене хĕл каçма ăшă вите хатĕр. - Çулла, ыраш пиçсе çитнĕ вăхăтра, çĕрле путенесем "пĕт-пĕлтĕк!" тесе юрланине илтме пулать. Килте, читлĕхре, юрлаççĕ-и вĕсем; - Ун пек çеç мар, тата хитререх кăшкăраççĕ. Ирхине, кĕтÿ хăваланă вăхăтра, картишне тухас пулсан, путенисем расна, цесаркисем расна, фазанĕсем расна, кăвакалĕсем тата хăйне евĕр кăшкăраççĕ. Итлесе кăна тăр. Концерт! Кÿршĕсем тĕлĕнеççĕ: "Мĕнле кайăксем кăшкăраççĕ унта сирĕн;" - теççĕ. - Цесарка текен кайăка ку таранччен ирĕкре курма тÿрĕ килмен. Зоопаркра кăна. Мĕн çиекен кайăк вăл; - Тепĕр майлă ăна африка чăххи теççĕ. Килти чăхха мĕн паратпăр, вăл та çавнах çиет. Кăшман та тураса паратпăр, кавăн та. Пĕр ватă ами çăвĕпех çăмарта турĕ, çисе-туса курман çăмартине, чĕпĕ кăларас тесе усранă. Какайне çисе куртăмăр, чăххăнни пекех шурă какай. Çăвĕ ытлашши çук, типĕрех какай. Çулла путенесем йышлăланса кайрĕç те, чылайăшне пусрăмăр. Чăх какайĕ пек шурă мар, хурарах. Çăвĕ те пур. Чĕпписене инкубаторпа кăлартăмăр. Валентин 100 çăмарта хучĕ те, çĕрĕшĕ те тухрĕç. Кайăкĕсене çулла киле-киле туянакансем те пулчĕç. Çăмартине Канаш пасарĕнче чылай сутрăм, вуннăшне аллă тенкĕпе. Хам нимĕнле чирпе чирлеместĕп пулсан та ирсерен, выçă çăварла, темиçе çăмарта чĕрĕллех ĕçетĕп. Тĕрлĕ чиртен усăллă теççĕ путене çăмартине. Хаçатра çырнă тăрăх, путене çăмарти пĕвер, пÿре, ăш-чик, чĕре чирĕпе чирлекенсене ĕçме хушаççĕ. Юн таппи пысăк пулсан, астмăпа, сахăр чирĕпе чирлесен путене çăмарти усăллă. Фазанĕ те çăвĕпех çăмарта турĕ, чĕпписене инкубаторпа кăлартăмăр. Вĕсене пăхма йывăртарах пулчĕ, чылайăшĕ вилчĕ. Те пăхма пĕлеймерĕмĕр. - Индоутка текенни мĕнле кайăк тата; - Килти кăвакалсем пекех, анчах вĕсем шыва каймаççĕ, картишĕнчех çÿреççĕ. Какайĕ ытлашши çуллă мар. - Сирĕн ывăл мĕн пирки çак кайăксемпе интересленсе кайнă-ха; - Вăл мĕн пĕчĕкренех çут çанталăка юратнă. Акă ун мĕн пысăкăш аквариум ларать. Хăйĕн комнатинче стена тулли гербари пулнă. Йывăç çулçисем кăна мар, ку таврари тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсене пухса гербарисем тунă вăл. Ботаника-биологипе питĕ вăйлă вĕренетчĕ. Хăй шкул вĕренсе пĕтерсен гербарисене веçех шкула кайса пачĕ. - Çут çанталăка юратаканскер, ытти йышши кайăксене те усрас пирки шарламасть-и; - Кусемпех çырлахасшăн мар çав. Кăркка илесшĕн, гранатовăй текен фазан туянасшăн. Тен, çуркунне çăмартине туянса инкубаторпа чĕппине кăларăпăр, тет. Ĕмĕчĕсем пысăк-ха ачан. Эпир хирĕç мар. - Марина Петровна, эсир тĕрĕ тĕрлетĕр, тĕрлĕ япаласем çыхатăр тенине илтнĕ. Мĕн тĕрлетĕр-ха, мĕн çыхатăр; - Çамрăк чухне тĕрленĕ-ха, халĕ тытсах кайман. Çыхма çыхатăп. - Халĕ чăваш тĕрри пирки питĕ нумай сăмахлаççĕ. Тĕрĕ ăстисем кĕнекесем те кăлараççĕ. Çамрăк чухне çав тĕрĕпе интересленмен-и; - Тур ум кĕтессисене, минтер пичĕсене чăваш тĕррипех тĕрленĕччĕ. Халĕ çипе йĕп çине тирме те йывăрланчĕ те, тытсах кайман. Нускисем, кофтăсем çыхатăп. Пĕчĕк хĕр пĕрчи пур та манăн, кĕпе те çыхса паратăп ăна. Ку аслă хĕрĕн ачи Ева. Çитес çул шкула каять ĕнтĕ. Шапкăсем, шарфсем çыхатăп ăна валли. - Выставкăна тăратмалли япаласем çыхман-и, Марина Петровна; - Ятарласа çыхман. Кашни çулах районта ака туй пулать, унта кашни ялăн хăйĕн палатки пур. Унта кăтартма хам çыхнă чылай япалана илсе тухнă. Ал ĕç ăсти хĕрарăмсем вăхăтран вăхăта, ĕлĕк улаха пуçтарăннă пек, клуба пуçтарăнатпăр, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашатпăр, ялти хыпарсене пĕлетпĕр. Ухман - пысăк ял, 600 кил ытла. - Марина Петровна, питĕ ăшă кăмăлпа калаçрăмăр иксĕмĕр те. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр сирĕн, картиш тулли кунта курман-илтмен кайăк хĕвĕштĕр. Тен, тепре те килсе курма тÿр килĕ-ха. - Килĕр, хапăл тусах кĕтетпĕр.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика