22 ноября 2013 г.
Уçырмари культура çуртĕнче Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă чухне Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен "Бурановские бабушки" фольклорпа такмаксен ансамблĕн репертуарĕнчи, Азербайджан тĕп хулинче Бакура иртнĕ "Евровидение-2012" конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă юрă янăраса кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла пулни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ "Сухай кинемисем". Ăна пуçараканĕсем – О.Васильевăпа И. Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична – хулари 8-мĕш номерлĕ вăтам шкулта пуçламăш классене. – Иртнĕ çул Сухайкасси ял уявĕ валли кашни каса, пурĕ вĕсем улттă, юрă хатĕрлеме сĕнчĕç. Темле халиччен чăваш çĕрĕнче янăраман номерпе халăх умне тухас килчĕ. Чылай вăхăт шухăшланă хыççăн Бураново кинемейĕсен юррине суйласа илтĕмĕр. Сăмахĕсем Вăрăм Палюк сăввисен пуххинче тупăнчĕç. Хушюрлавне ушкăнпа хайларăмăр. Тумĕсене хамăрах çĕлерĕмĕр. Масмакпа мăй çыххине манăн хуняма, Ольга Ивановна,тата унăн юлташĕ Анна Григорьева ăсталаса пачĕç, – терĕ Ольга Леонидовна. - Çăпатасем тупма кансĕртерех пулчĕ. Паллакансем сĕннипе Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялне çул тытрăмăр. Унтан вара çăпата сырса таврăнтăмăр, – шÿтлерĕ вăл. Коллективра улттăшĕ – Сухайкасси çыннисем, тивĕçлĕ канура вĕсем: Нина Никифорова, Мария Ермолаева, Анна Григорьева, Ольга Васильева, Вера Дивикина, Мария Васильева. "Сухай кинемисем" хăйсен пултарулăхĕпе "Канаш ен çăлкуçĕсем" фестивальте, ĕçпе юрă уявĕнче район халăхне савăнтарчĕç. Ăнăçупа хавхаланнă ял артисчĕсем репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе пуянлатрĕç. Вĕсем районта иртекен пысăк мероприятисенче тăтăшах янăраççĕ.
В.АЧЧА.