АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпланнă ачасем патĕнче пулнă

20 ноября 2013 г.

Ноябрĕн 1-10-мĕ-шĕсенче пирĕн районта "Условник" ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Операци вăхăтĕнче районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕсемпе, участокри уполномоченнăйсемпе, уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйĕсемпе пĕрле шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан, условно майпа айăпланнă ачасем патне çитсе килнĕ. Кунашкал çамрăксем пирĕн районта пиллĕкĕн. Вĕсем, 15-17 çулсенчи ачасем, РФ Уголовлă кодексĕн 158 (вăрлани), 161 (çаратни), 166 (ют çыннăн автомашинине вăрлани) статйисемпе пăхнă преступленисене тунă. Условно айăпланнă çул çитменнисем малашне преступленисем ан туччăр, административлă йĕркене ан пăсчăр тесе ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттернĕ, саккунсене ăнлантарса панă. Ачасем суд приговорне мĕнле пăхăнса пурăннине тĕрĕсленĕ. Операци вăхăтĕнче "условниксем" саккуна пăснă тĕслĕхсем пулман.

И.ПАВЛОВА, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика