20 ноября 2013 г.
Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче Канаш хулипе районĕнче СССР спорт мастерĕн ятне чи малтан çĕнсе илнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн, физкультурăпа спортăн хисеплĕ ĕçченĕн ячĕсене тивĕçнĕ Г.Н.Смирнова асра тытса 2001-2002 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн уçă турнир иртрĕ. Унта Мускав, Хусан хулисенчен, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсенчен, Тутар тата Чăваш Республикисенчен 20 команда килчĕ. Турнира савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ирĕклĕ майпа кĕрешсе тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ, Олимп вăййисен призерĕ пулнă С.Корнилаев, республикăн физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, тĕнче класлă спорт мастерĕсем И.Григорьевпа В.Трофимов, ирĕклĕ майпа тата пиçиххипе кĕрешсе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Р.Зинатуллин, Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Ю.Ярусов, чиркÿ çыннисем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче çамрăк кĕрешÿçĕсене ăнăçу сунчĕç. Спорт вĕсен пурнăçĕнче лайăх витĕм кÿрессе шаннине пĕлтерчĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче А.Ермолаев çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. А.Степанов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Н.Иванов, М.Суров, А.Андреев, С.Данилов бронза çĕнсе илчĕç.
В.АЧЧА.