АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвар чĕреллĕ, çутă сăнарлă

20 ноября 2013 г.

Çеçпĕл Мишши тăван халăх кун-çулĕнче кăварлă сăввисемпе кăна мар, тĕрĕслĕх шыракан вĕри чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ публицист пек те яланлăхах палăрса юлнă. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 114 çул çитрĕ. Çак ятпа эрне кун Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ скверта вилĕмсĕр поэтăн пултарулăхне юратакансен, хисеплекенсен савăнăçлă митингĕ иртрĕ. Ăна Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ В.Туркай поэт уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин тĕп специалисчĕ О.Чигарейкин, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В.Клементьев, чăваш çамрăкĕсен "Сувар" пĕрлешĕвĕн элтеперĕ О.Цыпленков, Шупашкарти Çеçпĕл музейĕн директорĕ А.Андреева, А.Кипечпе Л.Сарине çыравçăсем мухтавлă поэтăмăр кĕске пурнăçĕнче ĕмĕр-ĕмĕр асра юлмалăх, çĕршер çул хушшинче те çивĕчлĕхне, хĕрÿлĕхне çухатман сăввисемпе тăван халăхне пĕтĕм тĕнче умĕнче çĕкленине мăнаçланса палăртрĕç. Палăк умне кăваррăн йăлкăшакан чечексем выртрĕç. Кăнтăрла иртсен хаклă хăнасем Канаш тăрăхне "Çеçпĕл йыхравĕ" поэзи фестивальне килчĕç. Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ шкул умĕнчи палăк патĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата шкул ачисем Культура министерствин тĕп специалистне О.Чигарейкина, Лидия Саринепе Нина Пăрчăкан çыравçăсене, Çеçпĕл Мишши музейĕн директорне А.Андреевăна, Çеçпĕл Мишшин шăллĕн Петĕрĕн кинне П.Кузьминана, Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ял тăрăхĕн пуçлăхне С.Гаврилова, И.Я.Яковлев музейĕн заведующине А.Пыркина тата çак районти Таяпа ялĕнчи культура çурчĕн директорне С.Ефимова çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Митинг иртрĕ. Çеçпĕл Мишшин сăввисем янăрарĕç. О.Чигарейкин хăйĕн сăмахĕнче Çеçпĕл Мишши чăвашсен мухтавлă ывăлĕ кăна мар, ăна ытти халăх сума сунине, ырăпа асăннине, унăн сăввисене 55 чĕлхепе вуланине, кун-çулĕ, пултарулăхĕ кашниншĕн интереслĕ пулнине палăртрĕ. – Тĕнчене çĕр çинче чăвашсем те пуррине пĕлтернĕ пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – пирĕн Çеçпĕл. Ун пекех чăваш халăхне, чĕлхине çÿлтен çÿле çĕклекенсен йышĕ çулсерен хушăнса пырать. Хайлавĕсем уявсенче, чăваш литературин урокĕсенче янăрани вăл хăй çинчен аса илтерсех тăнине систерет. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче шăрçаланă йĕркесем XXI ĕмĕр чикки урлă каçсан та пĕлтерĕшне çухатман. "Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем, вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен", – тесе çырнă йĕркесем паянхи çамрăксемшĕн те чĕнÿллĕн янăраççĕ, – терĕ Владислав Васильевич. П.Кузьмина ачасене лайăх вĕренме, туслă пурăнма, пĕр-пĕрне ялан пулăшма чĕнсе каларĕ. Перасковья Алексеевна та сăмахне мăшăрĕн пиччĕшĕ чăваш çамрăкĕсене халалланă сăввипе вĕçлерĕ. Л.Сарине Çеçпĕл Мишшине халалланă сăввине вуласа пачĕ: Çеçпĕл! Çеçпĕл. Хитре-çке тавралăх, Эс те ĕçнĕ çак ялăн шывне. Çеçпĕл, Çеçпĕл, Шăпу сан кăварлă, Эс юратнă чăваш çĕршывне. Савнă Çеçпĕл, Нихçан асран тухмĕç Эс каланă вĕри сăмахсем. Хаклă Çеçпĕл, Сана халăх манмĕ, Сан ятпа халь Шкулсем, урамсем. Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекенсем кăвар чĕреллĕ поэтăн çулăмлă сăввисенчен литература монтажĕ хатĕрленĕ. Чаплă ентешĕмĕре асра тытса пĕр минут шăп тăчĕç. Фестиваль малалла поэтăн тăван кĕтесĕнче тăсăлчĕ. Хăнасем Çеçпĕл Мишши музейĕнче, паркра ăна асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕç, чечексем хучĕç. Музее килнисене Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Г.Фомиряков "Эп пин чăваш, эп пин-пин çын" ятпа Çеçпĕл Мишши кĕнеки валли хатĕрленĕ картинăсен куравĕ çав тери кăмăла кайрĕ. Пĕтĕмпе 22 ĕç. Кашни ĕçĕ Çеçпĕлĕн пĕр çулĕнчи саманчĕ. Георгий Геннадьевичăн картинисем поэтăн чунне пултарулăх чĕлхипе çиçĕм евĕр çутатса уçса параççĕ. Çеçпĕл ялĕнчи культура çуртĕнчи фойере хăнасене "Шĕкĕр" ансамбль ташă-юрăпа кĕтсе илчĕ. Сцена çинче Çеçпĕл Мишшине сума сунине палăртса чăвашра анлă сарăлнă юрăсем, сăвăсем янăрарĕç. Юлашкинчен Чăваш халăх поэчĕ В.Туркай сăмахĕсене каласа хăварни питех те вырăнлă пулĕ: "Çеçпĕл Мишши пĕр ĕмĕр поэчĕ çеç мар, вăл пин çуллăх поэчĕ. Ăна XIX ĕмĕрти чăваш поэзийĕн хапхине хупса XX ĕмĕре çул хывнă ăста тесе хаклаççĕ. Мăнаçланмалла пирĕн: телее, XXI ĕмĕрте те унăн сăнарĕ çутă, ячĕ янăравлă". В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика