20 ноября 2013 г.
Район администрацийĕн акт залĕнче "Ачасем тата çемье" акципе тата çамрăксен информаци кунĕпе килĕшÿллĕн профилактика учетĕнче тата теветкелĕх ушкăнĕнче тăракан ачасемпе тĕл пулу иртрĕ. Мероприяти тĕллевĕ – ачасене хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупма пулăшасси, пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма аслисем пулăшас шанчăка çирĕплетесси. Вĕсем вара çитĕнекен ăрăва аллине кирек хăш вăхăтра та тăсса, юратма тата ăнланма чĕрине уçса пама хатĕр. Тĕл пулăва район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн воспитани енĕпе ĕçлекен методисчĕ С.Кузнецова хатĕрленĕ, вăлах ертсе пычĕ. Шăхасанти психиатри больницин психиатрĕ Л.Коннова алкоголь, наркотиксем организма пысăк сиен кÿни çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăнлантарчĕ. Канаш епархийĕн миссионерсен пайĕн председателĕ Иосиф Ключников иеромонах Библи халалĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене кашни православи çыннин пĕлсе тăмаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл Красноармейски районĕнчи Упири специализациленĕ шкулта ĕçлесе пухнă опычĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ачасене чуна тивекен "Йытă çури" фильм кăтартрĕç. Чылайăшĕн, çав хушăрах çитĕннисен те куçĕсем шывланчĕç. Тĕл пулу вĕçĕнче Иосиф атте кунта килнисене усал йăласене хирĕçле кăларнă буклетсем валеçсе пачĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.