АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен пил парса ăсатрĕ

20 ноября 2013 г.

Тăван ен пил парса ăсатрĕ

Пĕтĕм Раççейри призывниксен кунĕнче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канашри пухăнмалли пункчĕн акт залĕнче салтака кайма ят тухнисене çĕршывăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене ăсатма "Пире Раççее сыхлама шанаççĕ" ятпа савăнăçлă мешехе иртрĕ. Унта салтака илмелли çамрăксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем В.Калинкин, А.Щетинин, А.Питеркин, Ф.Стеклова, М.Анин, В.Алексеева, Афганистанри тата Чечняри событисене, вĕри точкăсене хутшăннисем, Мускав Кремлĕн комендатурин Президенчĕн полкĕнче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă 6 çар çынни, çак элитлă полкра служба ирттерме тивĕç пулнă 15 каччă хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килчĕ. Ăна республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин полковник, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Кудряшов, Канаш тата Тăвай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа В.Ванерке, хула администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Иванова, хулари 6-мĕш номерлĕ вăтам шкул кадечĕсем кĕтсе илчĕç. Чăваш Енте салтака илмелли кампани мĕнле пыни çинчен çар комиссарĕ А.Мокрушин пĕлтерчĕ. Кĕрхи призывра Раççей Çарне 1349 çамрăка ăсатмалла. 289-ăн çар службине тĕрлĕ çар чаçĕсенче пуçăннă, 916-ĕшне чĕнÿ хучĕ панă.Çар тумне тăхăнма хатĕрленнисенчен çи-рĕм проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, ДОСААФ шкулĕсенче службăра кирлĕ специальноçне илнисем те сахал мар. Салтака юрăхлă каччăсен хисепĕ ÿссе пырать. Çакна вĕсен йышĕнче спорт мастерĕсем, кандидачĕсем, разрядниксем пурри лайăх çирĕплетсе парать. Кăçалхи йышран пĕри кăна альтернативлă службăра тăма кăмăл тунă. Çамрăксене Конституцире палăртнă тивĕçе пурнăçлама хатĕрлес енĕпе тата призыв кăтартăвĕсемпе Чăваш Енĕн çар комиссариачĕ иккĕмĕш разрядлă çар округĕнче малти вырăнта тăрать. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çар комиссариатне, вĕрентÿ учрежденийĕсене çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ панăшăн, ашшĕ-амăшне ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва парăнса тăма, юратма вĕрентнĕшĕн тав турĕ. Вăл кашни çемьере, кашни çыннăн чунĕнче малалла ăнтăлас туртăм пулмаллине палăртрĕ. Республикăра çулсерен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисене сыхласа хăварма, çирĕплетме, аталантарса пыма укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Президент полкĕнче 200 çамрăк службăра тăнă. Пурте вĕсем тĕрекленсе,вăйланса, хăюлланса, кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме хатĕр пулса, тавра курăма ÿстерсе таврăнчĕç. Михаил Васильевич Президент полкĕнче çар тивĕçне пурнăçланă салтаксене республика паллиллĕ алла çыхмалли сехет, службăна унта ирттерме каякан 15 çамрăка çул сунăмĕ пачĕ. Салтака илмелли çамрăксене çывăх çыннисемпе тÿлевсĕр çыхăнма "Мегафон" компанин кĕсье телефонĕсене парнелерĕç. Федерацин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп инспекторĕ Г.Федоров, "Мегафон" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш Енти уйрăмĕн директорĕ О.Пискунов, вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Калинкин призывниксене тивĕçе чыслăн пурнăçласа тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме сунчĕç. Канаш тата Тăвай районĕсен епископĕ Стефан Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене пил пачĕ. Кадетсем вăрçă тата ĕç ветеранĕсене хĕрлĕ гвоздикăсем пачĕç, пуçтарăну пункчĕ умĕнчи салтак палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Зал ура çине тăрса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕ. Салтака каякансен ячĕпе Канашри 6-мĕш вăтам шкулта вĕренекен А.Андреева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студенчĕ К.Рязанов илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, кадетсен ушкăнĕ вальс ташларĕ. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика