15 ноября 2013 г.
Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕнче пурăнакансем 1977 çулчченех ĕçмелли шыв çитменрен шар курчĕç.
Эпĕ ача чухне ку ыйтăва ял çыннисен пухăвĕнче пĕрре çеç мар сÿтсе явнă. Ăна татса пама тĕрлĕ сĕнÿ панă. Сăмах сахал мар вакларĕç пулин те уссине курмарăмăр. Ватти-вĕтти инçетрен шыв йăтрĕ. Ял-йыш ĕçмелли шывсăр аптрани çинчен 1976 çулта РСФСР Аслă Канашĕн Президиумне çырса пĕлтертĕмĕр. Çыру айне ял çыннисем кăна мар, Комсомольски районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçат журналисчĕсемпе типографи ĕçченĕсем те алă пусрĕç. Ку ĕçе аппа ывăлĕ Володя та йĕркелеме пулăшрĕ. Ун чухне эпĕ редакцире тăрăшнă.
Вăхăт нумаях та иртмерĕ – Кивĕ Шелттеме Канаш рай-ĕçтăвкомĕн председателĕ Ф.Ильин персе çитрĕ. Хапха умĕнче çăмăл автомашина хыттăн сас пачĕ. Урама тухрăм. Ал тытрĕ пулин те ÿпкелешсе калаçрĕ. Эпĕ Мускава çыру янăшăн сас хăпартсах хăтăрчĕ. Анчах вăл Кивĕ Шелттемсен нушине малтанах лайăх пĕлнĕ.
Ман çырăва Мускавран республикăна ярса панă хыççăн кăна йывăр урапа вырăнтан тапранчĕ. Кĕçех яла Çĕрпÿ районĕнчи механизациленĕ колонна рабочийĕсем çитрĕç. Манăн пахча хыçĕнче çĕре ятарлă хатĕрпе пăраласа шăтарчĕç. Ĕçе пуçăннăшăн савăнса пăхса тăтăмăр. Чăн та, часах шăтăкран чул тухма тытăнчĕ. Вăл хăвăрт пăралама самаях чăрмантарчĕ. Темиçе кунтан пăра хăвăла лекрĕ. Вара бригада ăна шăтăкран кăларса вышкăна пуçтарчĕ те куçран çухалчĕ.
Мана республикăри ĕçмелли шыв хуçалăхĕн ертÿçисем чĕнтерчĕç, Шелттем депутачĕсен ячĕпе Чулхулари çĕр айĕнчи шыв çулĕсене тĕпчекен организацие çыру яма сĕнчĕç. Эпĕ ун чухне ăна вуннă та яма хатĕрччĕ. Почта ешчĕкне çав кунах çыру чăмтартăм. Эрнерен яла хайхи бригада каллех çитрĕ, урăх вырăнта шыв шырама тытăнчĕ. Ăна кĕске хушăра тупрĕç. Çĕр айĕнчен уçлама пăрăх ячĕç, башня, электронасус вырнаçтарчĕç, ялти урамсенче пăрăх тăсрĕç. Тинех Кивĕ Шелттеме паха шыв çитрĕ.
А.ЗАЙЦЕВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ.