АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕ панă хĕреспе вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă

15 ноября 2013 г.

 Виçĕ кун хушши ăша пĕр чĕптĕм апат ямасăр асапланса пурăннă хыççăн хĕр ачана тăванĕсем Канаша ача пăхма яраççĕ.

- Çапла çав, макăратăп, килте çимелли çук, атте колхоза кĕнĕ, анне - кĕмен, çĕре колхоза панă. Анне ăçтан çимелли тупса патăр... Вара аппана кумма тунисем мана 1935 çулта нянькăна кайса ячĕç, - аса илет иртнĕ çулсене Мария Фадеева. - Пирĕн аттепе анне Турра питĕ ĕненнĕ, вĕсем Вăтапуç, Шăхасан, Сиккасси чиркĕвĕсене юрлама çÿренĕ.

- Эсир ăçтисем пулатăр, Мария Фадеевна;

- Вăрăмпуçĕнче 1923 çулта çуралнă, аттене Патей тесе чĕннĕ. Нянькăра эпĕ хамăр ялсем патĕнчех пурăннă, вăл офицер пулнă, арăмĕ майраччĕ, ăна салтакран илсе килнĕ. Кайран вĕсене урăх çĕре службăна ячĕç, эпĕ вара чукун çул вокзалĕнчи ресторана савăт-сапа çума вырнаçрăм.

Вăрçă тухнă кун эпĕ Вăрăмпуçĕнчеччĕ, пурте макăраççĕ, аппа килте çук, пичче вилнĕ. Тепĕр çултан хама та салтак тумĕ тăхăнтарчĕç. Салтака ăсатма ялта арçын çук, пурте вăрçăра, ватăсемпе вĕт-шакăр кăна. Вара хĕр тантăшсем пуçтарăнчĕç те, хамăр ăсататпăр терĕç. Салтак юрри юрласа, тутăр вĕçтерсе ял урамĕсем тăрăх темиçе хут çаврăнтăмăр. Анне мана пиллесе хăйĕн кăкăр хĕресне çакса ячĕ, "çак хĕреспех киле таврăн" терĕ. Çапла, таврăнтăм...

- Ульха тăхлачă, юрă сăмахĕсене ас тумастăр-и;

- Юрласа парас-им;

- Тем пекехчĕ...

- Итле эппин. Атте, эс маншăн, ай, ан макăр, тытсаях кÿлме лашу мар. Анне, эс маншăн, ай, ан макăр, ларсаях сăвас ĕнÿ мар. Хур кайăксем картипе, ай, вĕçнĕ чух "Кайри мала" тесе ан калăр. Эпир, эх, тухса, ай, кайсассăн, кайниех паха тесе ан калăр.

Сасси чĕтренерех тухать пулин те, Ульха кинемей салтак юррине питĕ хумхануллă юрласа пачĕ. Тупата Турăшăн, хамăн та куçсем шывланчĕç.

- Фронта Канашран хĕрсем хĕрĕх иккĕн тухса кайрăмăр. 475395 номерлĕ эшелона Канашри вакунсем юсакан завода çапăçу хирĕнчен юсава илсе килнĕ пулнă. Çав эшелонпа малтан нимĕçсенчен хăтарнă Орел хулине çитрĕмĕр. Эпир фронт хыççăн пынă, çапăçакан çар чаçĕсене хĕç-пăшалпа, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Уйрăмах мана Украинăри Шепетовка хулине хăтарассишĕн пынă хаяр çапăçусем асра юлчĕç. Нимĕç тĕрлĕ бомба пăрахать пирĕн çине. "Зажигательный" текенни пушар кăларать, "замедленнăйĕ" кăштах тăрсан çурăлать, "фугаснăйĕ" тÿрех çурăлать. "Тревога" пулсан пăшалне те чылай тытнă. Вилес килместчĕ, çамрăк пулнă вĕт-ха. Хĕрсем чылаййăн вилчĕç, шăтăк алтса тупăксăр-мĕнсĕр, гимнастеркăпах пытараттăмăр. Эвакуаци йĕркипе Канаша лекнĕ Валя Полякова Белоруссиренччĕ, Мария Мирошниченко Украинăран пулнă, Катя текенни (хушамачĕ темлеччĕ, маннă) Хусантанччĕ. Шыраттарас тенĕччĕ вĕсене, тупаймастăп пулĕ терĕм. Пурăнаççĕ-ши, питĕ пĕлес килет.

Украина, Белорусси, Польша çĕрĕсем витĕр тухса Вăрăмпуç хĕрĕ Германие çитет. Вăрçă Ульхашăн Магдебург хулинче вĕçленет. Вăрçă хыççăн тÿрех киле таврăнмасть вăл. Нимĕç çĕрĕ çинчи Магдебургра ирĕккĕн тара кĕрĕшсе çар чаçĕнчи столовăйра тата ултă çул официанткăра ĕçлет. Ульха кинемей хĕрĕ Татьяна мана амăшĕн Германире ÿкерттернĕ карточкисене кăтартрĕ те, ăна ниепле те чăваш хĕрĕ тесе калаяс çук: каснă-лартнă нимĕç майри! Тутисене сăрланă, чечеклĕ кĕпепе... "Прическине Магдебургри парикмахерскинче тутарнăччĕ", - терĕ мана Ульха кинемей.

- Нимĕç çĕрĕ çинче чылай çул пурăнса нимĕçле калаçма вĕренмен-и, Ульха аппа;

- Пĕлнĕ. Нимĕç хĕрĕсем столовăйĕнче урай çă-ватчĕç, вĕсемпе нимĕçле калаçнă, халĕ маннă.

1942 çулта фронта тухса кайнă Фадеева Ольга юлашки çулсенче киле çыру çырман, çавăнпа фронтра "çухалнă" Патей Ульхи 1951 çулта Вăрăмпуçне нимĕç çĕрĕ çинчен илсе килнĕ тупрана пушатнă çĕре çур ял пухăннă. Мĕн кăна пулман пулĕ унта: шифоньер, фарфортан тунă хаклă йышши савăт-сапа, чашăк-тирĕк, кĕпе-тумтир, тĕрлĕ йышши атă-пушмак. "Шифоньерĕ те, савăт-сапи те паян кун та Ухманта упранать", - терĕ мана Ульха кинемей.

- Ульха аппа, Ухмана мĕнле лекнĕ тата эсир;

- Германирен таврăнсан мана аппа Ухман ялне, хăй ача пăхса пурăннă киле хăнана илсе кайрĕ. Унта мана кил хуçипе арăмĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Вĕсен Георги ятлă авланман ывăлĕ пулнă та, мана кин тăвас тенĕ вĕсем. Килĕшрĕм. Çулсем те иртеççĕ, вун тăххăрта вăрçа тухса кайнă та, çирĕм саккăрта киле таврăнтăм.

Хунямапа хуняçа ман питĕ лайăх çынсемччĕ. Хуняçа пуян çемьерен пулнă: 10 лаша, 2 ĕне, 40 сурăх, сакăр сысна тытнă тет килĕнче. Ĕçчен çемьере ÿснĕ вăл. Уйрăлса тухма вĕсене ĕлĕкхи тĕне кĕмен чăвашсен киремет вырăнĕ пулнă çĕре панă тет. Çĕрле тула тухсан тĕрлĕ енчен усал сасăсем илтĕнетчĕç тет. Каярахпа çав сасăсем таçта çухалчĕç тет.

- Ульха аппа, аçупа аннÿ Турра ĕненекен çынсем пулнă, хăвăр та чиркĕве çÿреместĕр-и;

- Çÿретĕп. Шăхасана та каятăп, вăл чиркĕве Кĕтерне патшара ларнă çулсенчех уçнă та, аттепе анне унта та юрлама çÿренĕ.

- Халĕ Библие чăвашла куçарнă. Ăна вуламастăр-и;

- Пĕлетĕп. 1500 тенкĕ тăрать те, хаклăрах пек. Эпĕ 150 тенкĕпе ача-пăча Библийĕ туяннă та, çавна вулатăп. Ăнланмалла çырнă.

- Хăвăр çуралнă яла, Вăрăмпуçне, час-час кайса çÿретĕр-и, Ульха тăхлачă;

- Уй-уй, хăçан кайнине те ас тумастăп. Пĕр тăвансем пурте вилсе пĕтнĕ: Марья та, Хветура та, Георги те... Никам та çук. Атте енчи тăвансем чĕнеççĕ, тен, кайса пулать-и çитес çул çăва тухсан.

Ольга Фадеева кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Фронтовика юбилейпа саламлама районтан, социаллă хÿтлĕх пайĕнчен килнĕ, чечек çыххи, пĕчĕк парне, çĕршыв Президенчĕ ячĕпе открытка панă. Хăйне хисеп тунăшăн питĕ кăмăллă юлнă вăл. Нумай кирлĕ-им 90 çулти кинемее;

Тата çакна та асăнса хăвармалла: фронтра пулнă Ульха аппана Канаш хулинчи Ильич урамĕнчи пĕр çĕнĕ çуртра пĕр пÿлĕмлĕ хваттер панă. Анчах кунта лăпланса, киленсе лараймасть вăл. Пĕр-икĕ кун пурăнать те хваттерте, Ухмана тапса сикет: "Ялти техĕмлĕ сывлăш сывлăхшăн усăллă, хулари пек мар", - тет вăл.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика