АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуларан яла… çÿп-çап вĕçет

15 ноября 2013 г.

 Пирĕн ял, Уçырма, Канаш хулипе юнашарах вырнаçнă. Пĕрре шухăшласан çакăнта аван енне кăна курмалла пек: район центрне туххăмрах кайса килме пулать. Шел, вырăнти çынсен хулан япăх витĕмне ытларах курма тивет çав...

Урам тасалăхĕ – ял илемĕ. Уçырмара пурăнакансем хăйсем пурăнакан вырăна тирпейлеме вĕрен-нĕ. Ялти хытă çÿп-çапа çынсем ятарлă лаптăка хураççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна транспортпа тĕллевлĕн уйăрнă вырăна илсе тухма пĕр предприятипе килĕшÿ тунă.

Хитрелĕхпе киленме мĕн чăрмантарать-ха тетĕр-и; Хула çыннисен хытă каяша пăрахма ансат: контейнер – картишĕнче темиçе те. Шел, хăшĕ-пĕри çÿп-çапа михĕсемпе хула çывăхĕнчи çул айккине ывăтса хăварать. Вăрман хĕрринче те, посадкăсенче те курма пулать ăпăр-тапăра. Уçырма çывăхĕнчи çырмасенче çавнашкал "мул" мĕн чухлĕ тата! Çиллĕ çанталăкра йĕри-тавра выртакан çăмăлрах çÿп-çап ял урамĕсене те вĕçсе килет. Ял-йыш вăхăтра тасатмасан ăпăр-тапăр айнех пулăпăр.

Тавралăха вараламасăр пурăнма, уçă сывлăшра хăтлă туяссишĕн хамăрăнах тăрăшма хăнăхасчĕ.

А.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика