15 ноября 2013 г.
![Министр – Шăхасан шкулĕнче Министр – Шăхасан шкулĕнче](../UserFiles/news/20131115/dsc_1062_Preview.jpg)
Районта ĕçлĕ çул çÿревре республикăн вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов пулнă. Унпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, строительство организацийĕсен ертÿçисем çÿренĕ. Министр Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çуртне çĕнетес ĕç мĕнле пынипе интересленнĕ. Çакăн пирки "Гефест" строительство фирмин директорĕн çумĕ С.Грабовенко каласа панă. Ĕçсен калăпăшĕ 33, 3 миллион тенкĕлĕх, укçа-тенкĕ федераци бюджетĕнчен килсе тăрать. 92 вырăнлă ача садне килес çулхи çурла уйăхĕнче хута яма палăртнă.
В.Иванов ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
А.ТЯМИНА.