АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк ура хурса пынине пăхмасăр

15 ноября 2013 г.

 (Район администрацийĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче тунă докладран)

Кăçал ял ĕçченĕсемшĕн йывăр çул пулчĕ. Çуркунне сивĕпе пĕтнĕ кĕрхи культурăсене тепĕр хут акма тиврĕ. Пĕтĕмпе кĕрхи тырăсем 1645 гектар çĕрнĕ-шăннă. Вырма вăхăтĕнче çумăр çусах тăнине пула лару-тăрăва самаях йывăрлатрĕ. Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем çанталăкăн çумăрсăр сехечĕпе туллин усă курма тăрăшрĕç.

Кăçал районти ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тĕш тырă пуссисем тата пропашнăй культурăн анисем 13606 гектар йышăннă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх тухăç виçи – 25848 тонна. Гектартан 18,4 центнер тырă, 100 центнер çĕр улми, 120 центнер пахча çимĕç туса илнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ çак хуçалăхсенче начар мар: "Агрофирма "Ямашевская" (гектартан 22 центнер), "Цивиль" (21,1 центнер), "Путь Ленина" (20 центнер), "Хучель" (19,2 центнер), И.Лукианов хресчен (фермер) хуçалăхĕ (20 центнер), В.Никонов хуçалăхĕ (19 центнер), Э.Шамуков хуçалăхĕ (18 центнер). Кĕр аки 4265 гектар çинче тунă. Акнă вăрлăхăн 14,1 проценчĕ элитлă.

Кăçал районăн аграрийĕсем ял хуçалăх техникин 20 единиципе 10 миллион тенкĕлĕх пуянланнă. Инвестици кредичĕпе тата харпăр хăй укçи-тенкипе В.Никонов, И.Яковлев, Ю.Михайлов, Э.Шамуков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, "Хучель", "Цивиль", "Агрофирма "Канмаш", "Канаш", "Восход" пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ кооператив техника паркĕсене пуянлатнă.

Çĕр пулăхне лайăхлатас енĕпе чылай ĕç тунă. Кали удобренийĕ 611 гектар çине хывса хăварнă, 745 гектар йÿçек тăпрана извеçленĕ.

Н.Григорьев ("Хучель"), Г.Васильев (Э.Шамуков ХФХ), С.Волков (Киров ячĕллĕ ЯХПК), О.Ананьев ("Цивиль") комбайнерсем, В.Александров ((Э.Шамуков ХФХ), В.Шулаев ("Хучель"), В.Петров (Киров ячĕллĕ ЯХПК) трактористсем тата В.Иванов (Киров ячĕллĕ ЯХПК) водитель пысăк кăтартусем тунă.

Ферма ĕçченĕсем те районăн экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ. Л.Евграфовăпа О.Фролова операторсем (Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ) кăçалхи тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 5 пин ытла килограмм сĕт суса илнĕ. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхри Н.Ивановăпа А.Андюкован кăтартăвĕсем ку енĕпе 4700 килограмм ытла. Районта туса илнĕ сĕт калăпăшĕнче çак хуçалăхăн тÿпи 68 процент шутланать. Киров ячĕллĕ ЯХПКри В.Федоров, "Канаш" пĕрлĕхри Д.Ивановăпа Н.Гаврилов самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 700 грамм ÿт хушса пынă. Л.Черновăпа З.Никитина 9 уйăхра кашни чăхран 270 çăмарта илнĕ.

Уй-хир ĕçĕсене вĕçлесенех механизаторсем техникăна юсаса-тирпейлесе хĕл каçарма юсавлисен ретне лартнă. Кăçал техтĕрĕслевре малти вырăнсене Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ, "Цивиль", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем йышăннă.

2013 çулта Н.Андреев ертсе пыракан Киров ячĕллĕ кооперативра инвестици проекчĕ ăнăçлă пурнăçланса пырать. Кунта 200 ĕне вырнаçмалăх витене хута яма хатĕрленеççĕ. Кооперативра ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 13 пин те 623 тенкĕ. Ку – районта чи пысăкки. В.Герасимов фермер инвестици проекчĕпе сĕт-çу фермин сĕт проводĕнче 400 пин тенкĕлĕх çĕнĕ лини вырнаçтарнă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçĕсене пуçăнакансене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн С.Малов 1089 пин, С.Кочанов 824 пин тенкĕ илнĕ.

Ялта пурăнаканăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмасăр производство ыйтăвĕсене ăнăçлă татса параймастăн. "Ялăн социаллă пурнăçне 2013 çулччен аталантарасси" программăпа килĕшÿллĕн 10 çемье уйрăм çурт лартĕ, 7 çемье хваттер туянĕ.

Чÿк уйăхĕнче Вырăскас Пикшихри, Вăтапуçĕнчи, Аслă Мамири тата Карăклăри ача сачĕсенче хушма ушкăнсем уçăлĕç.

Агропромышленность системинче ĕçлекенсен çăмăл мар, анчах та яваплă, питĕ кирлĕ ĕçĕ вĕсене хисеплеме хистет. АПКна эффективлă аталантарассипе çыхăннă ыйтусем патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ приоритечĕсен йышне кĕреççĕ. Пирĕн район çĕр çинче ĕçлеме хатĕррисемпе пуринпе те конструктивлă çыхăну тытма хатĕр.

В.АЛЕКСЕЕВ кĕскетсе хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика