АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра чи вăйлисенчен пĕри

13 ноября 2013 г.

Республикăра чи вăйлисенчен пĕри

 Çĕнĕ Шупашкар хулинче пауэрлифтинг енĕпе республикăра мала тухассишĕн чемпионат тата ăмăрту иртнĕ. Пауэрлифтинг тени вăл – виçĕ енлĕн кĕрешсе вăй виçесси. Унта Чăваш Енĕн тĕрлĕ виçе категориллĕ 80 ытла атлечĕ хутшăннă. Вĕсен хушшинче Шăхасанта пурăнакан Л.Изратов та пулнă.

Леонид 93 килограмм виçе категорийĕнче республика чемпионĕ пулса тăнă. Ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче классика пауэрлифтинг енĕпе Чăваш Ен кубокне çĕнсе илсе чемпион ятне çирĕплетнĕ.

Л.Изратов – Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ. Пушă вăхăтра "Импульс" физкультурăпа спорт комплексне тренировкăсене çÿрет. Республикăра иртекен "Çамрăксем сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн" акципе килĕшÿллĕн çамрăксемпе темиçе хутчен калаçу ирттернĕ, спортри ăсталăхне кăтартнă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика