АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе пурăнни вăй парса тăрать

13 ноября 2013 г.

 

 Яштак пÿ-силлĕ, хурарах кăтра çÿçлĕ, хăйĕн ÿсĕмĕнчен чылай çамрăк курăнакан, сăмаха шутласа калаçакан çак арçынна Ямаш тăрăхĕнче пурăнакан аслăрах ÿсĕмри çынсем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Василий Крылов пирки пуçартăм-ха сăмахăма. Василий Иванович паян шăп та лăп 60 çул тултарать.

Вăл Ямаш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ, тантăшĕсемпе колхозра ĕçленĕ, ашшĕпе амăшне килти хуçалăхра пулăшнă. Яла ачаранах юратнă вăл, çавăнпа сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче агроном профессине илет. Вăрмар районĕнчи "Авангард" совхозра инженерта ĕçлет. Икĕ çул çарта службăра тăрать. Салтак хыççăн каллех çак хуçалăха таврăнать. МТС базинче пай начальникĕ пулать. Амăшне хуçалăха пĕччен тытса пыма йывăр пулнăран 1979 çулта каччă тăван яла таврăнать. "Знамя" колхозра ĕçе пикенет. Тĕп инженер, партком секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Чăваш ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илет. Колхоз направленийĕпе Мускаври агропромышленность комплексĕн ертÿçисене (паянхи пек каласан менеджерсене) хатĕрлекен аслă шкултан вĕренсе тухать. Унта экономикăна тытса пымалли, предприятине ертсе пымалли çĕнĕ меслетсене вĕрентни Василий Крыловшăн питĕ интереслĕ пулнă.

1987 çулта Василий Ивановича "Знамя" колхоз председательне суйлаççĕ. Çак йывăр лава 8 çул тĕрĕс-тĕкел туртать вăл. Хуçалăх районта малтисен шутĕнче пулнă. Ытти колхозсенчен кунти опытпа паллашма килсех тăнă. Чăнах та, В.Крылов тăрăшнипе механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçпе йăла условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Механизациленĕ тĕп мастерскойра мунча уçнă. Дояркăсен ĕçне çăмăллатнă. Нутри ĕрчетекен ферма, тимĕр бетон тата йывăç изделийĕсен цехне хута янă. Çĕвĕçсен ĕçне те йĕркеленĕ. 1990 çулта Канашри автоагрегат завочĕ пулăшнипе 120 пуç ĕне выльăх самăртмалăх ферма тунă, комбикорм тăвакан цех та ĕçленĕ.

Паян ку сăмахсем Ямаш тăрăхĕнче пурăнакан çĕнĕ ăрушăн юмахри эпизод пек кăна туйăнаççĕ-тĕр. 90-мĕш çулсенче выльăх-чĕрлĕхпе кĕрлесе тăнă капмар витесем, машина-трактор шавĕ татăлма пĕлмен парк юхăнса ларнине кашни кун куракан Василий Ивановичăн чунĕ ыратни каламасăрах паллă. Анчах та çÿлерех çырса кăтартни Ямашра пĕтĕмпех пулнă. Аслăрах ăрурисен ял историне ачасене каласа памаллах.

"Знамя" колхоза 8 çул ертсе пынă В.Крылов. Ăнăçлă ертсе пынине çÿлерех асăнса хăвартăм ĕнтĕ. Ертÿçĕн паха енĕсемпе: çирĕп шухăш-кăмăлĕпе, нумай пĕлнипе, сăпайлăхĕпе, çынсемпе тимлĕ пулнипе тата ытти пахалăхсемпе палăрса тăракан арçынна 1990 çулта ямашсем 131-мĕш Çеçпĕл суйлав округĕ тăрăх Чăваш АССР халăх депутатне суйлаççĕ. Хăйсен ертÿçине тата пысăкрах яваплăх шанса параççĕ вĕсем.

– Мана виçĕ наказ пачĕç, – тет иртнине аса илнĕ май Василий Иванович. – Ялсене газ кĕртессине хăвăртлатмалла, хамăр округра строительство материалĕсен магазинне уçмалла, Уçырмари магазин филиалĕ пултăр, çавăн пекех çамрăксен центрне йĕркелемелле.

Хăй çинчен ытлашши калама юратмасть пулин те В.Крылов депутат яваплăхне хăй çине илсен ял çыннисен шанăçне тÿрре кăларассишĕн нумай ĕçлеме тивнине лайăх ăнлантăм. Яла аталантарассишĕн нумай вăй хума тивнĕ ăна. Фермăсене асфальтпа тивĕçтернĕ. Паян мăнаçлăн сарăлса ларакан 300 çын вырнаçмалăх ялти культура çурчĕпе спорт залне шăпах Василий Крылов çине тăнипе тунине, ахăртнех, ялти пĕр çамрăк та чухламасть, аслисем вара тахçанах маннă. Бюджет укçине титуллă списока кĕртесси питĕ йывăр пулнă ун чухне. Депутат пулни çак ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшнă та. Ямашра культура çурчĕпе спорт залне тума республика бюджетĕнчен укçа уйăрса панă. Шăхасанти ача-пăча музыка шкулĕн Ямашри филиалĕнчен мĕн чухлĕ ача музыкăн пуçламăш пĕлĕвне алла илмен-ши тата. (Шел те, вăл паян ĕçлемест). Василий Иванович çавăн чухне хăйне шанса депутата суйланăшăн ял çыннисене паян та чĕререн тав тунине чунтан палăртса калать.

Колхоза сакăр çул ертсе пынă хыççăн ăна ял Совет председателĕн çумне, унтан председателе суйлаççĕ.

– Эпĕ ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ тапхăрта ялсенче, хуласенче те, ача сачĕсене хупма пуçларĕç. Постановленипе клубсенче ăшă системинчи шыва кăларса культура учрежденийĕсене хупнисем те пулнă. Ун чухне район пуçлăхĕ пулса А.Егоров ĕçлетчĕ. Телее, Александр Николаевич пулăшнипе çак инкек Ямаша çитеймерĕ. Культура учрежденийĕсене те, ача сачĕсене те упраса хăвартăмăр. Уйрăм çурт çĕклесе ялта музей та уçрăмăр çав çулсенче. Мана пулăшса пынă юлташсене тепĕр хут пысăк тав. Пысăк ĕçе йышпа пикенсен вăл вĕçне çитетех. Манăн та пулăшакансем тупăнсах пычĕç, – кăмăллăн калаçать В.Крылов.

1977 çулта çемье çавăрнă. Сакăр ача ашшĕ Василий Иванович. Аслă ывăлĕ Сергей Крылов Канашри 15-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕ, майор. Кĕçĕннисем шкула çÿреççĕ. Чи пĕчĕкки 8 уйăхра кăна-ха. Арçыннăн пурнăçĕнче чăтма çук йывăр самантсем те сахал мар пулнă, анчах хуйха-суйха ĕçре пусарнă.

– Строительство ĕçĕпе аппаланма кăмăллатăп. Йывăр чухне икĕ алла пĕр ĕç пулсан пĕтĕмпех манăçать. Пурнăçа юрататăп. Çемье, мăшăр ăнланни, ачасем хисеплени, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни манăн чуна ăшăтса тăраççĕ, – тет юбиляр.

Хальхи вăхăтра В.Крылов "УК "Канашстрой" тулли мар яваплă пĕрлĕхе ертсе пырать.

Юбилей Василий Ивановичăн йышлă тăванне тулăх кĕрекене пуçтарать. Уяв вара пурне те савăнтарать, ăш сăмахсем калаттарать. Хисеплĕ юбиляр, сирĕн умăрти çулăр малашне те тÿп-тÿрĕ тăсăлса пытăр, ун тăрăх чарăнмасăр утăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, вăй-халăр ан чактăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика