АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе савсан этем телейлĕ

13 ноября 2013 г.

Ĕçе савсан этем телейлĕ

 Юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Раççейре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Республикăри чылай районта ăна кĕрхи ĕçсене вĕçлесен уявлаççĕ. Çанталăка кура кăçал чылай хуçалăх шар курчĕ. Шăрăха пула пирĕн районта 1645 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕтрĕç. Вырма вăхăтĕнче пĕр вĕçĕм çумăр çуса тăни уй-хир ĕçĕсенче йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çĕр улми пухса кĕртесси вăраха тăсăлчĕ. Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем çанталăкăн çумăрсăр кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшрĕç.

Эрне кун, чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх предприятийĕсенчен янă çынсем, ĕç ветеранĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Уçырмари культура çуртне уява пухăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле савăнма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.Краснов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, В.Иванов депутатăн пулăшуçи В.Иванов, Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, "Россельхозцентр" федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен филиалĕн ертÿçи Н.Малов, "Раççей перекет банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕ В.Прохоров тата ыттисем килчĕç.

Яланхи пекех уява район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕç. Вĕсем залра ларакансене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Çавăн пекех хăйсен сăмахĕнче продукци туса илессипе çеç лăпланса лармалла маррине, ăна вăхăтра тата тупăшлă вырнаçтарма пултармаллине, улшăнсах тăракан хакăн лайăх енĕпе ăнăçлă, пĕлсе усă курмаллине палăртрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров зала пухăннисене уй-хирте вăй хуракансемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăçалхи ĕçĕпе паллаштарчĕ. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Александров, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч тата ытти хăнасем çĕр ĕçченĕсене чысларĕç, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿ тума, пысăк тухăç илме сунчĕç.

Кирек мĕнле уяв та ĕçре сатурлăх кăтартнисене сума сунипе илемлĕ. Агропромышленность системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумне Н.Андреевăна, Уçырмари, Аччари, Ăнтавăшри ветеринари участокĕсен заведующийĕсене Т.Гавриловăна, В.Семенова тата А.Прокопьева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин приказĕпе тав турĕç. "Восход" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Янкăлчри сĕт-çу фермин заведующине С.Васильевăна, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн менеджерне Г.Владимирова, аслă бухгалтерне Л.Никитинăна,чăх-чĕп фабрикин тĕп бухгалтерне Г.Захаровăна, "Ямашевская" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн механикне Ю.Константинова, Аччари ветеринари участокĕн фельдшерне Л.Семеновăна, Кăшнаруйĕнчи ветеринар пункчĕн заведующийĕне В.Якимовăна агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата сисĕмлĕ тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх бухгалтерĕн Л.Ильинан тата И.Лукианов фермерăн районăн обществăпа политика пурнăçĕнчи хастарлăхне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Хисеп грамотипе палăртрĕç.

"Хресчен сасси" хаçат редакторĕ С.Павлов тата "Хыпар" хаçат редакцийĕн экономика пайĕн редакторĕ В.Григорьев "Хыпар" издательство çурчĕпе нумай çул туслă çыхăну тытнăшăн тата хаçата халăх хушшинче сарма пулăшнăшăн райадминистраци ĕçченĕсен тата хуçалăх ертÿçисен ушкăнне Тав хучĕпе чысларĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине илнисен списокĕнче 20-ĕн.

Уява килнисене хăйсен пултарулăхĕпе районти ĕç ветеранĕсен "Сÿнми вучах" хорĕ, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем", Сиккассинчи "Салам", Сухайкассинчи "Сухай кинемисем", Шăхасанти "Парчар", Шелттемри "Тантăшсем", Энтриялĕнчи "Пинер" тата ытти ял тăрăхĕсенчи ансамбльсем, Семеновсен, Егоровсен, Дмитриевсен çемйисен ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем, ташăçăсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм кÿчĕç. Пратьякас Енĕш пенсионерĕ Н.Павлов Георгий Ефимовăн "Çăкăр" сăввине вуласа итлекенсен чунĕсене хускатрĕ.

Культура çурчĕн фойинче районти хуçалăхсен продукчĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Райпон "Колос" тулли мар яваплă пĕрлĕх кондитерĕсем пĕçернĕ çимĕçе, тутлă шывне тутанас текенсем нумаййăн пулчĕç. Ухманти М.Данилова фермер путенесем, фазансем, Мăкăрти А.Николаев фермер кăрккасем илсе килнĕ. Вĕсен умĕпе пĕри те чарăнса тăмасăр иртмерĕ. Шкул ачисем ăсталанă япаласем куçа илĕртрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика