13 ноября 2013 г.
Дагестан Республикинче çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хунă, Мухтав орденĕн кавалерĕ Руслан Желудкин подполковник вĕреннĕ Ачча вăтам шкулĕнче унăн ячĕпе пневматикăллă винтовкăран персе районта мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçнă.
Паттăрăн ашшĕпе амăшĕ Николай Васильевичпа Александра Константиновна, йăмăкĕ Людмила, шкул директорĕ Э.Кротова, Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев, Вăрнарти саппасри пограничниксен "Тăван çĕршыв хулканĕ" обществăлла организацин председателĕн çумĕ О.Никитин, отставкăри подполковник Н.Григорьев, çар тивĕçне чикĕре пурнăçланă Н.Кокарев, И.Хабибулин, Н.Тимофеев сăмах каланă. Вĕсем астăвăм пурăнсан Руслан Желудкин ячĕ яланах асра пулĕ тесе палăртнă. Хăнасем Руслан Желудкинăн тата Совет Союзĕн Геройĕн А.П.Петров генерал-майорăн асăну хăмисем çине чечексем хунă
Тĕл перекенсен ăмăртăвне ДОСААФăн районти организацийĕн председателĕ В.Владимиров тата район администрацийĕн физкультурăпа спорт секцийĕн заведующийĕ В.Ильин йĕркелесе пынă. Малти виçĕ вырăна Пайкилт, Шаккăл тата Ухман шкулĕсен командисем йышăннă.
А.ВИТАЛЬЕВ.