13 ноября 2013 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă чухне агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата çитĕнÿсем тунăшăн награда илнисен йышĕнче чи нумаййи Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин "Канаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕ" бюджетлă учрежденин ĕçченĕсем. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçнисем – тăваттăн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланисем – иккĕн, район администрацийĕн Хисеп грамотине илнисем – иккĕн. Вĕсене эсир сăн ÿкерчĕкре куратăр. Сулахайран сылтăмалла: Валентина Михайлова (Вăтакас Татмăшри ветеринари пункчĕн ветфельдшерĕ), Алексей Федоров (Ухманти ветучастокăн заведующийĕ), Людмила Семенова (Ачча, ветфельдшер), Надежда Андреева (ветеринари станцийĕн пуçлăхĕн çумĕ), Александр Прокопьев (Ăнтавăш, заведующи), Тамара Гаврилова (Уçырма, заведующи), Валерий Семенов (Ачча, заведующи), Валентина Якимова (Кăшнаруй, заведующи).
В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.